Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫийӗнчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл часах ӑшша пиҫрӗ, ҫавӑнпа ун ҫийӗнчи хулӑн пиншакне хывса пӑрахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Миҫе градус пулнӑ? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 266–267 с.

Хӑйӗн ӗҫне вӑл васкамасӑр турӗ, ҫийӗнчи халатне ваннӑйӗнче тӑхаран ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Говард Филлипс Лавкрафт американ ҫыравҫи «Иннсмут ҫийӗнчи ӗмӗлке» повеҫӗн пуҫламӑшӗнче кӗскен Кейп-Кода асӑннӑ.

В повести американского писателя Говарда Филлипса Лавкрафта «Тень над Иннсмутом», в начале кратко упоминается Кейп-Код.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

— Эсӗ студентсенчен нихӑшне те палламастӑн-и? — тесе тӗпчет хӑй, ҫийӗнчи джинсы шӑлаварне юри унтан-кунтан турткаласа курнӑҫланать.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хӗвел системинчи объектсем ҫийӗнчи вырӑнсен списокӗ

Список деталей поверхности объектов Солнечной системы

Хӗвел системинчи уҫлӑхташсем // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D3%97%D ... 0%B5%D0%BC

Анчах та ӑна туллин вӗҫлеме май килмен, хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман 4 метротрам пур: Дортмунд, Бохум (ҫавӑр пекех Херне хулине те ҫавӑрса илет), Эссен (А 40 автобан ҫумӗпе пыракан ҫӗр ҫийӗнчи линипе тата Мюльхайм хулапа ҫыхӑнтарнӑ) тата Дуйсбург (чӑннипе вӑл Дюссельдорф метротрамӗ шутне кӗрет, унӑн пӗр линийӗ кӑна шутланать).

Однако завершить его в полной мере не удалось, и в настоящее время существуют 4 не связанные друг с другом метротрама: Дортмундский, Бохумский (охватывающий также город Херне), Эссенский (соединённый наземной линией, идущей вдоль автобана А 40, с городом Мюльхайм) и Дуйсбургский (являющийся по сути лишь одной из линий метротрама Дюссельдорфа).

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Хӑй хӑпӑл-хапӑл ҫийӗнчи тумтирне хыврӗ те крыльца умӗнчи хӑма ҫине сарчӗ, унта ачана вырттарма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ Ҫимун, ҫийӗнчи тӑлӑпа сирсе, тӑрса ларчӗ, шӑннӑ кантӑк витӗр тулалла пӑхрӗ — кӑвак ҫутӑ килет.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним пулман пек, ҫийӗнчи юра ҫапкаласа тасатрӗ те ура ҫине тӑма пӑхрӗ — ҫавӑнтах, ахлатса, ҫӗре пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Петрук сивӗрен хӑраса тӑмарӗ, ҫийӗнчи кӗрӗкне хывса, кашкӑра витрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫийӗнчи вараланчӑк тумне хывса ҫӑвӑнкаласан тин палларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫийӗнчи пиншакне хывса тӑрантас ҫине ывӑтрӗ, ҫаннисене тавӑрчӗ те, аслатие ҫӗнтерес пек, пӗр кӗтмен ҫӗртен таҫта илтӗнмелле хӑватлӑ сасӑпа юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиксе юхакан ҫӑл умне ҫитсе тӑрсан, ҫийӗнчи пиншакне хывса силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пулӑшу ыйтса, айӑплӑ ҫыннӑн ятне тата ӑна ачаллӑ икӗ хӗрарӑмран палласа илме май пуррине, хӗрарӑмсен ҫийӗнчи чӑваш тумне сӑрласа пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ҫӗр тенкӗ укҫа тата ҫийӗнчи пиншакне хывса панӑ хыҫҫӑн вӗсем трактире кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫеҫ, ҫийӗнчи кӗпи ҫуркаланса пӗтнине астуса, тата сӑхманӗпе ҫӗлӗкӗ циркрах выртса юлнишӗн хуйхӑрса, ассӑн сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен ҫийӗнчи тумӗсем те ытти ҫынсенчен уйрӑмрах.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗр ҫийӗнчи тумне, кашни кун тейӗн, улӑштарать.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Мӗнпур вӑй-хӑватне пухса, кӑмӑлне хытарса, хура пӗлӗт ҫийӗнчи ялтӑр ҫиҫӗм ташшине пӑхмасӑр малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Хула ҫийӗнчи пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе шыври ҫут мерченле ҫиҫет…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех