Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Ҫиессе ӑна ҫапла ҫийӗр: пилӗкӗре ҫыхнӑ пултӑр, урӑрсене сырнӑ пултӑр, туйӑрсем аллӑрсенче пулччӑр, ӑна васкаварлӑн ҫийӗр: ку — Ҫӳлхуҫа Пасхи.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль [ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхне калӑр: ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче кашни кил-йыш пӗр путек суйласа илтӗр, кил-йыш пуҫне пӗрер путек илӗр; 4. эхер те килӗ-йышӗ ытла пӗчӗк пулсассӑн, путекне ҫисе яраймасть пулсассӑн, хӑйӗн ҫывӑх кӳршипе пӗрлешсе, ҫын шутне кура илтӗр: кашнийӗ мӗн чухлӗ ҫиессе шайласа путек илӗр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.