Шырав
Шырав ĕçĕ:
Энтип камне пӗлместӗн пуль, минренӗ пуҫ? — тесе ятларӗ вӑл упӑшкине.
Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
— Мӗн тума ытлашши сӳпӗлтетрӗм-ха ку Ваҫҫапа? — хӑйне ятларӗ Влас, картишӗнче пӗччен юлсан.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ахӑртнех, асанне шӑллӑма ятларӗ пулас.
Асанне пур-и? // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 251–253 с.
Узин ура ҫине тӑчӗ, камера тӑрӑх кумма тытӑнчӗ, хӑйне хӑй асаплантарчӗ, усал сӑмахсемпе ятларӗ, кашни падежпах асӗнчӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Халӗ аннен сӑмахӗсене аса илтӗм, вӑл мана темиҫе хӗрарӑмпа пурӑнма эсӗ басурман тесе ятларӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кунта ҫакӑн чухлӗ тытӑнса тӑнӑшӑн хӑйне ҫиллессӗн ятларӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Хӑйсен кӗсйисене тултарассишӗн ҫеҫ хыпса ҫунакан таксистсене куҫран тӗллесех ятларӗ вӑл, вӗсене ман пек пулма чӗнсе каларӗ.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ухмах мар-и эп? — ятларӗ хӑйне Кулюкка чӳлмекне чӗрҫитти айӗнче пӳрте илсе кӗнӗ чух.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Анне каларӗ, — тет. — Комсомола ҫырӑнсан, киле кӗртместӗп тесе ятларӗ», — тет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ашӗнче хӑйне хӑй ҫилленсе ятларӗ:
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тусне ҫӑлма пултарайманшӑн хӑйне хӑй ятларӗ, староста пуҫне касса татманшӑн ӳпкелерӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малтан утарҫӑ мана ӳпкелесе те илчӗ, ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухнине йӗркеллӗ сыхламастӑн тесе ятларӗ.
Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.
Сана!.. — ятларӗ ӑна Хӗветӗр.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пеструшка вӑхӑтсӑр вилмелле пулнӑшӑн Кирлене витмеллех ятларӗ, Вассана та лекрӗ.
XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ан пыр ман хыҫҫӑн, — сасӑпах ятларӗ ӑна Кирилл.
4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Данил Макарович, кӑкӑрти сывлӑш чӗлӗм тӗтӗмӗ пек палӑрса тухакан сивӗ столовӑйра килти пекех хывӑнса ларнӑскер, мана та хывӑнтарнӑскер, хӑйӗн турилккисене ҫуса тасатнӑнах пушатса пычӗ, хушӑран ҫинӗ чухне калаҫма юраманни пирки хӑй мана тӑн панине манса кайсах, ытти ҫынсене ятларӗ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Пирвай ятларӗ ӑна: «Пуҫлӑхсене юрама пӗлменнипех харап курчӗ, эпӗ вӑл ялпо председательне е хамӑр урамри бригадира киле чӗнсе пынине пӗрре те астумастӑп, юрать-и ҫапла пурӑнма!» — терӗ, унтан мухтаса илчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӗсенчен хӑшпӗри тахҫан иккӗленчӗклӗ шухӑш тытнӑшӑн хӑйне хӑй ятларӗ те.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Палламан ҫынпа ермӗшнӗшӗн хӑйне хӑй ятларӗ, анчах уйрӑлса юлма хӑю ҫитереймерӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тарье вара упӑшкине ҫӗрти-ҫӳлтине хӑвармасӑр ятларӗ.
Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.