Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яраҫҫӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытларах чухне чӑваш каччисене тинӗс ҫар флотне, сывлӑшпа космос вӑйӗсен, сывлӑшпа десант, тип ҫӗр ҫинчи ҫарсене яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

Шкул автобусӗсем вӗренме илсе килеҫҫӗ, уроксем хыҫҫӑн килӗсене леҫсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Симӗс, кӑвак, хӗрлӗ, сарӑ, кӗрен, сенкер чечексем куҫа алчӑратса яраҫҫӗ, ҫемҫе ҫерем ҫинче пӗчӗк те кӑтра путексем сиккелеҫҫӗ, сывлӑшра, чӗвӗл-чӗвӗл туса, ҫиҫӗм евӗр ҫӑмӑл ҫунатлӑ чӗкеҫсем вӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ӑна тӳрех шкултан хӑваласа яраҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хушӑран кӑна картари ӗнесем канлӗн мӑшлатса яраҫҫӗ, тата пирӗн лаша, кӑмпӑрт-кӑмпӑрт тутарса, утӑ ҫиме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Госпитальте выртса сывалса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Мускаври ҫар инженерӗсен училищине яраҫҫӗ, 1942 ҫулта — вӗренсе пӗтерсен — каллех фронта каять те вара мӗн вӑрҫӑ пӗтичченех стройри командир пулса инженернӑй-сапернӑй чаҫсенче ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хветуҫҫи инке пек ятсӑр-сумсӑр хӗрарӑмсене итлемелле мар пирӗн, ҫӑвара мӗн килет, ҫавна персе яраҫҫӗ вӗсем: «эмоци» тенине ирӗке яраҫҫӗ эппин.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗл каҫнӑ пӑрусене ӗне шутне кӗртме тӑхтарах тӑраҫҫӗ, вӗсенчен суса илнӗ сӗте ытти ӗнесем ҫине валеҫсе яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Государе, урӑхла каласан, Пугачева тытса, салтаксен аллине ҫитерсе паракансене пурне те ирӗке яраҫҫӗ, ним сиен те тумаҫҫӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире яраҫҫӗ те тытаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем хӗҫӗсене йӗннине чикеҫҫӗ те юлашки хут пӗтӗм халӑхпа пӗрле хушса юрламалли икйӗркелӗхе тӑстарса яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара пурте харӑссӑн тӑсса яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене ҫапкаланса ҫӳрекен йытта сутнӑ пек таҫти-таҫти ҫӗре ҫитиех сута-сута яраҫҫӗ, хӗрӗсене тем тӗрлӗ мӑшкӑл кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утсем кӗҫӗне-кӗҫӗне яраҫҫӗ, чӗрнисемпе ҫӗре чаваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Парӑнатпӑр» тесе евӗчсем Еркиней патне яраҫҫӗ пуҫлӑхсем.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах чӗресене тивеҫҫӗ пит вирлӗ, Тӑн-пуҫсене ҫавӑраҫҫӗ пуҫхирлӗ, Нумайӗшӗн кӑмӑлӗсене каяҫҫӗ, Ҫӗклентерсе хаваслатса яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Иккӗш те ҫанӑсем тавӑрса Кӗписене йӳле яраҫҫӗ, Хулран хул пӑталаса тытӑшса Кӗрешмешкӗн ӗнтӗ пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Яраҫҫӗ, яраҫҫӗ, утсемпе чупаҫҫӗ, Ав юланутсем шӑкӑр хатӗрленнӗ, Киремет чиккинчен чупма пуҫлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Саркавуй пичкисенчен эрекене яраҫҫӗ, Лачкам шыва ӳкиччен ташӑсене ташлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Тӗне кӳртсе пупӗсем тӑнсене яраҫҫӗ, Пӑрлӑ шывра шыва кӳртсе сывлӑха хуплаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех