Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалинчен (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Авал пир хатӗрӗсем мӗнле пулнине халӗ тавҫӑрса илме кӑна пулать, Пулас тӗртнӗ япалинчен вӑрӑмрах куммине ҫӳлтен те, аялтан та ҫирӗплетнӗ.

«Можно только предполагать, каковы были первые ткацкие устройства. Нити основы, длиной несколько большей длины будущего ткацкого изделия, закрепляли вверху и внизу.

Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Миша пӗччен пулсан, татахчӗ, кунтах Федор Павлович ларать, — сулахай урине айккинелле тӑснӑ та — йывӑҫ ура пулмалла — пӗр кӑткӑс япалара отверткӑпа чакалать, япалинчен пур еннелле те тӗрлӗ тӗслӗ пралук вӗҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Если бы еще был один Миша, а то тут же сидит этот Федор Павлович и, отставив левую ногу — должно быть, на протезе, — ковыряет отверткой в какой-то замысловатой штучке, из которой в разные стороны торчат обрывки разноцветных проводов.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Чӳрече умӗнчен иртсе пыракан урапа кӑшкарӗ таврашӗнчи вӗр-ҫӗнӗ сӳреткене-мӗне асӑрхасанах Ильинична хаш! сывлать, каламасӑр чӑтаймасть: «Ҫавӑ ҫав, хуҫи килте пурри япалинчен курӑнать те-ха вӑл, пирӗнне, кала ӗнтӗ, такам ҫулне картласа тӑрать…»

Завидев на проезжавшей мимо окон арбе свежевделанные ребра, она вздыхала и непременно говорила: «По справе сразу видно, что хозяин дома, а нашему — как, скажи, кто дорогу домой заказал…»

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пур пек япалинчен пакур ҫеҫ юлнӑ-и вара?

— И из всех вещей остался только багор?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех