Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялавӗсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун патне хан керменӗнчен Едигера, ун ялавӗсене илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлтӗр, акӑ, Санарпуҫ шкулӗнче Виктор Сидюхин ячӗпе хисепленекен кадет-тинӗс класне уҫрӑмӑр, торжествӑлла лару-тӑрура вӗсене Тинӗс-ҫар флочӗн тата хӑйсен уйрӑм ялавӗсене, значокӗсене патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫавӑн пекех патшалӑх символӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ, кашни линейкӑрах Раҫҫей тата Чӑваш Ен ялавӗсене ҫӗклӗҫ, гимнӗсем янӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Луччӑ ялавӗсене ҫурса ситцине мужиксене валеҫсе парсан аванрах пулӗччӗ, вӗсем ситцӑшӑн вӑрҫаҫҫӗ.

Лучше бы разодрали ситец да роздали, а то мужики ругаются.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Анархистсем патша ялавӗсене ҫунтараҫҫӗ.

— Анархисты царские флаги жгут.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Даву генералӑн хыҫалтан хӳтӗлесе пыракан войскисем вырӑс ҫарӗсене чарас тесе тӑрӑшнинчен нимӗн та тухман, французсем хӑйсен орудийӗсене, ялавӗсене нумай пӗтерсе каялла чакнӑ.

Первая же попытка арьергарда под командованием Даву задержать преследующих стоила ему многих потерь людьми, орудиями, знаменами, и французы побежали дальше.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫак тӗлпулу вӑхӑтӗнче Индеецсен тӑнӑҫлӑх медалӗсене, АПШ ялавӗсене, парнесене панӑ, парад ирттернӗ, хальхи технологисемпе паллаштарнӑ.

Во время этой встречи состоялось вручение Индейских медалей мира, Флагов США, подарков, был проведён парад, демонстрировались современные технологии.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Тӑванла вилтӑпри ҫине красноармеецсем хӑйсен ҫӗнтерӳллӗ ялавӗсене тайрӗҫ, оркестр пытару маршӗ вылярӗ, виҫӗ хутчен салют пачӗҫ.

Над глубокой братской могилой красноармейцы приспустили боевые знамёна, оркестр играл похоронный марш, трижды был дан салют.

Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫапӑҫура римлянсем тӑватӑ пин ытла вилнӗ, гладиаторсем тӑшман легионӗсен хӗҫ-пӑшалне, обозӗсене, ялавӗсене туртса илчӗҫ, ҫавӑн пекех претор умӗнче хисеплӗ хурал вырӑнне ҫӳрекен ликторсене те тыткӑна илчӗҫ.

Свыше четырех тысяч римлян погибло в этом кровопролитном сражении, гладиаторы овладели оружием, обозами, квартирным инвентарем, знаменами неприятельских легионов и даже взяли в плен ликторов, которые обычно шли впереди претора.

XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ялавӗсене тинӗсрен вӗрекен ҫил вӗлтӗртеттерсе тӑрать.

Флаги хлопали от морского ветра.

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

«Ку паша карапӗ» тесе тавҫӑрса илнӗ Сервантес, капӑрлатнӑ карапӑн ялавӗсене курса.

«Это галера паши», — сообразил Сервантес, разглядев знамёна разукрашенной галеры.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ҫӗре ҫити усаҫҫӗ вӗсем ялавӗсене Ленин тупӑкӗ тӗлне ҫитсен.

И, приближаясь к помосту, приспускали до самой земли траурные флаги.

Тӑрӑр, юлташсем! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тыткӑна лекнисене кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хӑваласа пыраҫҫӗ, темӗнле трофейсем йӑтса килеҫҫӗ, фашистсен ялавӗсене ҫӗр ҫумӗпе сӗтӗреҫҫӗ.

Гнали косяками пленных, несли какие-то трофеи, волочили по земле фашистские знамена.

XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫамрӑк ешӗл ӳсентӑрансем ӑшне путнӑ таса та илемлӗ саласемпе пӗчӗк хуласем ҫуртсем тӑррине советсен хӗрлӗ ялавӗсене тата нацин виҫӗ тӗслӗ сӑрӑллӑ ялавӗсене ҫакса янӑ та, вӗсем пысӑк гаваньри питӗ нумай карапсем ҫинчи вымпелсем пекех варкӑшса тӑраҫҫӗ.

Чистые, красивые села и городки, утопающие в молодой зелени, подняли над домами красные советские и трехцветные национальные флаги, которые трепетали, словно вымпелы множества кораблей в огромной гавани.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Курултай ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӗрӗк халӑхсен ялавӗсене ҫӗкленинчен пуҫланнӑ, ҫав шутра Чӑваш Республикин ялавне те.

Курултай открылся 24 мая поднятием флагов тюркских стран и регионов, в том числе флага Чувашской Республики.

Чӑвашсем Казахстанра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ассамблеине кайса килнӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах

Хулари обществӑлла ҫуртсем ҫине фашистсен хура свастикӑллӑ ялавӗсене кӑларса ҫакрӗҫ.

Вскоре над общественными городскими зданиями забелели фашистские флаги со зловещей черной свастикой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Шведсен карапӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫапӑҫу ялавӗсене антарма пуҫланӑ.

Шведские суда, одно за другим, спускали флаги.

Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Лагерьсенчен тухнӑ ҫынсем кӑкӑрӗсем ҫине хӑйсен ҫӗршывӗсен ялавӗсене ҫакнӑ та урамсемпе иртсе пыраҫҫӗ, вӗсен сӑн-пичӗсем ҫинче савӑннипе макӑрни палӑрать.

Люди, вышедшие из лагерей с нашитыми на груди флажками своих стран, с заплаканными лицами проходили по улицам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Комендант шоферӗ вӗсене хӑйсен ялавӗсем ҫине ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршывсен ялавӗсене банкӑри сӑрӑпа ӳкерсе хума пулӑшать.

При помощи комендантского шофера на них краской из баночки набрасываются флаги стран-победительниц.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех