Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑх сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑх (тĕпĕ: яваплӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӑш-пӗр транспорт хатӗрӗсен водителӗсем, республикӑри хысна укҫинчен хӑтӑлас тесе, хӑйсен патшалӑх регистраци паллисене пытараҫҫӗ. Кӑҫал асӑннӑ йӗркене пӑснӑшӑн патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем пысӑк машинӑсен 400 ытла водительне административлӑ яваплӑх тыттарнӑ. Яваплӑха 5 пин тенкӗ штраф виҫепе е 1-3 уйӑхлӑха руль умне лармалли правине ҫухатнипе палӑртаҫҫӗ», - тесе пӗлтернӗ ПР ГИБДД ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра регистраци номерӗсене пытарнӑшӑн 400 фурӑн водительне штрафланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3779664

Нумай ачаллӑ ҫемье — чи малтан пысӑк ӗҫ, пысӑк яваплӑх, чӗре ӑшши тата пурне те ҫитекен вӗҫӗ-хӗррисӗр чун ӑшши.

Куҫарса пулӑш

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Чӑн-чӑн пограничник пулма пысӑк яваплӑх, хӑюлӑх, харсӑрлӑх кирлине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксем ялан стройра // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12013-pogran ... an-strojra

Кистенлӗри Культура ҫурчӗн «Экстремизмпа терроризм кӑтартнӑшӑн яваплӑх» тематика программине хутшӑнакансене экстремизм мӗнлине, вӑл мӗнле палӑрнине, мӗнле тӗллевсене йӗрленине, мӗнле меслетсемпе усӑ курнине каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗре "Экстремизмпа терроризм кӑтартнӑшӑн яваплӑх" программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... tn-3781502

Вӑл хӑй те вӗсемшӗн ӗҫченлӗхпе гражданла яваплӑх тӗслӗхӗ пулнӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Февралӗн 23-мӗшне халалланӑ ача-пӑчапа ашшӗ-амӑшӗсемпе мероприятисем ачасен чунӗсенче патриотизм, тивӗҫлӗх туйӑмӗсемпе Тӑван ҫӗршыв умӗнчи яваплӑх пӗрчисене хываҫҫӗ.

Совместные детско- родительские мероприятия, посвященные 23 февраля, закладывают в душах детей зёрнышки патриотизма, чувства долга и ответственности перед Родиной.

Ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3660389

Асӑрхануллӑ пулӑр, хӑвӑр ҫине ытлашши яваплӑх ан илӗр.

Проявляйте осторожность и не берите на себя лишней ответственности.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑйӗн ҫӑмӑл мар пурнӑҫне кура яш каччӑ ку ӗҫе пӑрахас тесе шутланисем те пулнӑ, амӑшӗ умӗнчи яваплӑх ҫеҫ тытса чарнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ку пысӑк яваплӑх пирӗншӗн тата пӗр сӑмахсӑр пире шанни пулса тӑрать, пӗрлӗх, пӗчӗккинчен пуҫласа асли таранах хастар хутшӑнни ҫинчен калать.

Это говорит о большом и безоговорочном доверии, единстве, от мала до велика активно принимают участие.

Эпир ҫирӗп те шанчӑклӑ тыл // Эллина СУФЬЯНОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yl-3492584

Унсӑр пуҫне мопедпа, скутерпа тата мотоциклпа ярӑннӑ чухне мӗнле яваплӑх пулни ҫинчен каласа панӑ.

Кроме того, сообщили об ответственности при катании на мопеде, скутере и мотоцикле.

Урпашри шкул ачисене мопедпа ярӑннӑ чухнехи яваплӑх пирки каласа панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36348.html

Ӑна ӗҫченлӗх, ачасене юратни, кашни ачашӑн тата унӑн кун-ҫулӗшӗн яваплӑх уйӑрса тӑрать.

Ее отличают трудолюбие, любовь к детям, ответственность за каждого ребенка и его судьбу.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Ку эрнере, ахӑртнех, ӗҫри яваплӑх нумайланӗ, сире вӑй нумай кирлӗ пулӗ.

На этой неделе служебных обязанностей у вас, похоже, станет еще больше, и они потребуют от вас напряжения сил.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫитес кунсенче нумай май тупӑнӗ, анчах яваплӑх та ӳсӗ.

В ближайшие дни появится много возможностей, но увеличится и количество обязанностей.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн, ахӑртнех, хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисен ӗҫӗшӗн те яваплӑх илме тивӗ.

Вам, похоже, придется принять ответственность не только за свои действия и поступки, но и за дела других людей.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун умӗнче пысӑк задачӑсем, пысӑк яваплӑх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Ҫакӑн пек хӑюллӑ педагогсем ҫамрӑк чунсемшӗн обязательствӑсемпе яваплӑх илме хӑрамаҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫри чи пысӑк утӑм — хӑйсен ҫулне суйласа илме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Мӗншӗн тесен ҫакӑ калама ҫук пысӑк яваплӑх.

Куҫарса пулӑш

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

Вырӑнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хальхинче те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илме хӑраман: вӗсен кӗске вӑхӑтра Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул территорине хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Ҫакӑншӑн та шкул дирекцийӗн хӑй ҫине пысӑк яваплӑх илме тивет.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Хӑвӑр ҫине хушма яваплӑх илӗр.

Возьмите на себя дополнительные обязанности.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех