Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канаш вара йӑлтах урӑхла, вӑл — арҫын, вӑл пысӑк сасӑпа — баспа — калаҫать, яланах темскер шаккать, ҫӗмӗрет, юсать, ҫӗнӗрен тӑвать, ҫав вӑхӑтрах чӗлӗмне те мӑкӑрлантарать…
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тем тума та ӳркенмест, тем тума та пӗлет: механик ҫук чухне хӑех кино кӑтартать, радиоприемник та, телевизор та юсать, плакат-лозунг ҫырса ҫапать те — куҫа илес килмест.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл пур ҫынна та юсать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ҫулла пӗтӗм ял пушмакне юсать, хӗлле ҫӑматӑ тӗплет.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ялан йӗвен юсать, йӗнер юсать, ҫӗтӗк сӑхманне саплать.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кашни кун, иртен пуҫласа каҫченех, вӑл Васькӑпа пӗрле йывӑҫ тӗплӗ пушмаксем тӑвать, ҫӗрле унта-кунта пухнӑ кивӗ атӑ-пушмаксене юсать.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Е доктор вырӑнти приставӑн е генералсенчен камӑнне те пулин шӑлӗсене юсать пуль?А ежели да вдруг доктор лечит зубы приставу местному или из генералов кому?
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл тунката ҫине ҫиппе атпӑри тытса ларнӑ та учителӗн ҫӗвви кайнӑ аттине юсать.Примостившись на пенечке с шилом и дратвой, он чинил сапог учителя, расползшийся по шву.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах урӑх вӑхӑтра унран ӗҫченрех ҫын тупаймӑн: яланах вӑл мӗн патӗнче те пулин тӗрмешет — урапа юсать, хӳмесене йӗркелет, ут таврашне пӑхса тухать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Кӑвак спецовка тӑхӑннӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ, хаваслӑ каччӑ, ним пулман пек шӑхӑркаласа, пӑравус будки ҫинче ларать, пӑхӑрӗ йӑлтӑртатса тӑракан сигнала юсать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ку пӗрпеклех питре те мар, кӗлеткере те мар, темре уйӑрса илме ҫуккинче: алӑсенче епле утассинче, сасӑ уйрӑмлӑхӗнче тата хӑшпӗр сӑмахсенче Люба ҫиленсе: «ӗмӗрех ямаҫҫӗ» тесе каланӑ чух, ҫак «ӗмӗрех» сӑмаха анне пекех тӑсса ӗмӗрех тесе калать те, мана анне сассине илтнӗн туйӑнать; анчах ҫак пӗрпеклӗх вӑл фортепьяно каланӑ вӑхӑтра тата ҫавӑн чухне мӗнле хӑтланкаланисенче уйрӑмах тӗлӗнмелле: вӑл ҫавӑн пекех кӗпине юсать, листасене ҫавӑн пекех сулахай аллипе ҫиел енчен тытса ҫавӑрса хурать, пассаж вӑрах ӑнӑҫманнипе тарӑхсан ҫавӑн пекех чӑмӑрӗпе клавишӑсене ҫапса, «ах, турӑҫӑм!» тет, ҫавӑн пекех палӑри-палӑрми ҫепӗҫлӗхпе уҫӑмлӑн, Фильдла чаплӑн калать, кунашкал каланин, jeu perlé, текен лайӑх ята илнӗскерӗн, хӳхӗмлӗхне хальхи ҫӗнӗ пьянистсен хӑтланкаларӑш-тӗлӗнтермӗшӗсем те мантарма пултараймаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир Мускава куҫса килнӗренпе пӗр уйӑха яхӑнах иртрӗ; эпӗ кукамай ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнчи пысӑк сӗтел хушшинче ҫырса ларатӑп; мана хирӗҫ ӳкерчӗксем тума вӗрентекен учитель ларать, хура кӑранташпа ӳкерчӗк ҫинчи темле тӗрӗкӗн чалмаллӑ пуҫне юсать.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш кун ӗнтӗ кӳршӗри ялсем тӑрӑх ҫӳрет вӑл — эскимоссем валли савӑт-сапа юсать.Он уже второй день по соседским поселкам ходит — посуду эскимосам чинит.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл пӑсӑлнӑ ҫӑраҫҫисене лайӑх юсать иккен, сӑмаварсене тӑхланпа витме, кивелнӗ тир таврашне суйлама-тӗрӗслеме пӗлет тата сехетсем юсама та ӑста.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чылай ҫуртсен стенисем ҫине кунта тӗрлӗрен ремесле паллисене ӳкере-ӳкере хунӑ: сехетҫӗ кусатӑран пысӑкӑш сехете юсать, пушмакҫӑ Улӑп ури валли пушмак ҫӗлет…
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сукмакпа шыв хӗррине аннӑ чухне вӑл Никитӑна асӑрхарӗ, — курпун, пӗшкӗнсе, ҫурхи шыв тайӑлтарнӑ ҫатана юсать.Спускаясь по дорожке к реке, она заметила Никиту, — горбун чинил плетень, подмытый весенней водою.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Нимех те мар, Шурка килсен юсать.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Сӑмалапа вараланнӑ сӑран саппунне ҫакса янӑскер, вӑл, сӑмса айӗн темскер мӑкӑртатса, хӗрсех атӑ юсать.На нем был кожаный фартук, испачканный смолой, он чинил сапоги, что-то бормоча под носом.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Килте чухне те Саша яланах шӑратса ҫыпӑҫтарать, тем юсать, савалать.А дома Сашу тоже ждали интересные и неотложные дела: что-нибудь он паял, чинил, строгал…
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
- 1
- 2