Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсаса (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе февраль уйӑхӗнче пуҫӑннӑ, чи малтанах сӑвай янӑ, март уйӑхӗнче кӗпере юсаса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Усӑнса аннӑ кӗпере, маларах пуҫаруллӑ бюджет программипе тунӑскере, ял хастарӗсем кӗске вӑхӑтра юсаса хума пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Капиталлӑ тӑкаксен калӑпӑшӗ 12,2 миллиард тенкӗпе танлашать, тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетесси 3 миллиард тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра экологи сферинче пысӑк инвестпроект пурнӑҫланать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... at-3257065

Ларура «Валдай» карапсем тӗрлӗ региона ишме пуҫлани, Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла пыни пирки те калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Асӑннӑ объекта юсаса ҫӗнетме йышӑну тунӑ чухне хӑтлӑхпа меллӗхе малти вырӑна хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫав кун Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ врач амбулаторийӗн уйрӑмне уҫни ял-йышшӑн асра юлмалӑх пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫуртне-йӗрне мӗншӗн колхозӑн юсаса памалла мар?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тухатмӑшӗ юсаса Тавӑрӑнчӗ каялла, Пуҫне мӑннӑн ҫӗклесе Шӑпӑр ячӗ сӗрлесе.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак, Муллентей тавӑрса, Парать ӗнтӗ юсаса

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хуҫалӑхри гусеницӑллӑ 2 трактора та, вӗсем кивелнӗ, 20 ҫул каярах туяннисем пулсан та, юсаса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Мучарти аялти масара тирпейленӗ, шкулти пуҫламӑш классене кӗмелли пӑрӑнчӑк хӳмине юсанӑ, Октябрьская урамри ҫула юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Тушкилти культура ҫуртне те юсаса лайӑхлатӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пӗлтӗр «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн Енӗш Нӑрвашри культура ҫуртне 12,5 млн тенкӗлӗх юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерсе тӑрассипе, урамсенчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртессипе, ялта ача-пӑча валли спорт площадкисем йӗркелессипе, урамсене ҫӗрле кирлӗ пек ҫутатса тӑмалла тӑвассипе, масарсене тирпей-илем кӗртессипе, карта-хӳмесене юсаса тӑрассипе, пӗвесене тасатса хӑтлӑлатассипе ялсенче иртнӗ ҫулсенче чылай ӗҫ туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

— Атӑ та ман ҫӗтӗле пуҫланӑ, ҫавна юсаса памастӑн! — тесе чупса пытӑм та ярса илтӗм сухалӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.

Эсремет, юсаса пӗтереймерӗм-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Пӗтӗмпе 106 объекта юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

— Пуҫсене юсаса, хӗртсе илер-ха пӗрре кутанасене те…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ялпа райцентр хушшинчи ҫула юсаса асфальт сарсан, кунта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем хуларан каялла, ҫуралнӑ ҫӗр ҫине тапа пуҫларӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫемье чӑмӑртаса ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл автономи ҫуртне юсама тытӑнчӗ – юсаса пӗтертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех