Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юррисене (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ «Салампи юрри», «Юрату юрри», «Ах пӗлесчӗ», «Ӑшӑ ҫумӑр» юррисене кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html

Шкул ачисем тата вӗрентекенсем юрлакан вырӑс, чӑваш сӑвӑҫисемпе композиторӗсен юррисене куракансем яланах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, хапӑл туса йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑха савӑнтарнӑ // В.ПЛОТНИКОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 80%d0%bda/

2023 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Shaman Санкт-Петербургри стадионта хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Я русский» пысӑк соло концертӗнче паллаштарнӑ, унӑн юррисене итлеме 60 пин ҫын пынӑ пулнӑ.

9 сентября 2023 года Shaman в Санкт-Петербурге дал большой сольный концерт «Я русский» на стадионе в присутствии 60 тысяч зрителей.

Shaman // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Shaman

«Шуҫӑмсемпе» пӗрле вӑл тӑван халӑхӑн юррисене шӑрантарнӑ, ятарласа ҫыртарса та илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстонири ентеш валли // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %bb%d0%b8/

«Ҫерем ватса вир акрӑм» тата чӑваш халӑхӗн ытти юррисене шӑрантарса, такмаксем каласа, хуткупӑспа выляса тӑван халӑхӑн пуян йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

«Анат тата Тури Тимӗрчкасси ялӗсенче пурӑнакансем Питрав кунӗнче культура ҫурчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак кун вырӑнти культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе ватти-вӗтти вӑййа тухрӗ. Капӑр чӑваш тумӗллӗ хӗрарӑмсем мӗн авалтан пыракан чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса ҫаврӑм туса ҫаврӑнчӗҫ, хуткупӑс кӗввипе ташларӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ. Уяв ҫӗрлечченех тӑсӑлчӗ», — пӗлтерет Татьяна Морозова.

Куҫарса пулӑш

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫавӑнпа унӑн юррисене тӗрлӗ регионти чӑвашсем юратса шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамах» тенипе малалла каяймӑн // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... bca%d0%bd/

Районти Культура ҫурчӗн артисчӗсем те ҫак ӗҫсенче тӑрӑшакансене хӑйсен юррисене, ташшисене парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ҫулӗсем // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... 1718951736

Унӑн хастарӗсем халӑх юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн тум капӑрлӑхӗсемпе пуянлӑхне кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ташӑ – халӑхӑн чунӗ» уява «Шуратӑл ҫӑлкуҫӗсем» чӑваш халӑх ансамблӗ илем кӳнӗ // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/news/kultura/2024-06- ... -n-3827588

Пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх юррисене упрас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлет, Пушкӑртстан территорийӗнче пурӑнакан чӑвашсен авалхи юррисене нумай ҫул пухса ҫырса пырать, чӑваш культуринче халӑх фольклорне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать.

Куҫарса пулӑш

Елена Владимировна Хорькована (Шурту) "Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ" ята панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3798596

— Атьӑр Украина юррисене юрлар! — пырса тӑчӗ Игорь патне Гриша.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Сӗтел хушшинче ларнӑ ҫӗрте чӑвашсен авалхи юррисене юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Митинг тӑршшӗпе вӑрҫӑ ҫулӗсен юррисене Екатерина Васильевапа Виктор Кувшинов солистсем тата «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамблӗ юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Йоко The Beatles хӑш-пӗр юррисене («Revolution 9», «Birthday», «The Continuing Story of Bungalow Bill») ҫырма хутшӑннӑ.

Йоко принимала участие в записи некоторых песен The Beatles («Revolution 9», «Birthday», «The Continuing Story of Bungalow Bill»).

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Вӗсем уявсенче лӑпкӑн юрланӑ юррисене, ҫав самантра вӗсем палӑрмаллах ҫамрӑкланса кайнине…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӗн чухлӗ шӑпчӑк юррисене, яш-кӗрӗмсен юррисене илтнӗ пуль ҫав ҫеҫкесем!

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нонна ӑна аппа тетчӗ, мана вара унӑн юррисене юрласа паратчӗ, унӑн юмаххисемпе савӑнтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн тата ҫапла хушса калас килет: вӗсем чӑвашсен хальхи юррисене те ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Тилли юррисене» хакласа, вӗсене поэт илемлетнине асра тытса, Илпек Микулайӗ «…вӗсем тӑван халӑхӑн авалхи юррисене пурпӗрех ҫывӑх тӑраҫҫӗ», тет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке, пӗтӗмӗшпе илсен, паха кӗнеке пулсан, «Тилли юррисем» кӗнеке, унӑн юррисене уйрӑм илсе пӑхсан, кашниех интереслӗ те паха.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех