Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратӑр (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир вӗсенчен пӗрне те пулин юратӑр, тӑван ывӑла, тӑван хӗре юратнӑ пек юратӑр, ӑна пуласлӑхшӑн пурӑннӑ чаплӑ ҫын вырӑнне хурса, унпа мухтанӑр.

Полюбите хотя бы одного из них, как сыновья и дочери, гордитесь им, как великим человеком, который жил будущим.

Ҫынсем тата 1-мӗш марионеткӑсем // .

Арӑмсем, эсир тата ӑна юратӑр, хисеплӗр, вӑл сирӗн пеккисене питех те хавас.

А вы, бабы, любите и почитайте его, а он до вас большой охотник.

V сыпӑк // .

Шкул ачисемпе вӗрентекенсем тата ял ҫыннисем умӗнче тухса калаҫнӑ чухне Н. В. Федоров Президент «лайӑх пурӑнас тесен, пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшӑр, пӗр-пӗрне хисеплӗр, юратӑр», терӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Хамӑр яла, района, облаҫа, ҫӗршывӑмӑра юратӑр.

Куҫарса пулӑш

Палӑк кӑна мар... // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

— Мӗншӗн ан юратӑр, манӑн сиртен нимӗн пытармалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Раҫҫее шанӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗншӗн анне пекех пулӗ», - пилленӗ пире чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Офицер пулма ӗмӗтленекенсене курсант акӑ мӗн каларӗ: «Сызраньти летчиксен авиаци аслӑ училищине вӗренме кӗрес шухӑшлисене летчик пулма сӗнетӗп. Ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама талпӑнӑр. Спорта юратӑр, кӗлеткене пиҫӗхтерме вӑхӑт тупӑр. Шкулта ӑс пухнӑ чухне физика предметне уйрӑмах лайӑх вӗренӗр».

Куҫарса пулӑш

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

17. Эпӗ сире ҫакна тума хушатӑп: пӗр-пӗрне юратӑр.

17. Сие заповедаю вам, да любите друг друга.

Ин 15 // .

12. Акӑ Манӑн ӳкӗтӗм: эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; 13. хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук.

12. Сия есть заповедь Моя, да любите друг друга, как Я возлюбил вас; 13. нет больше той любви, как если кто положит душу свою за друзей своих.

Ин 15 // .

9. Эпӗ сире Хама Аттем юратнӑ пек юратрӑм; эсир вара Эпӗ юратнӑ пек юратӑр.

9. Как возлюбил Меня Отец, и Я возлюбил вас; пребудьте в любви Моей.

Ин 15 // .

34. Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр.

34. Заповедь новую даю вам: да любите друг друга; как Я возлюбил вас, так и вы любите друг друга.

Ин 13 // .

1. Яланах пӗр-пӗрне тӑванла юратӑр; 2. ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ.

1. Братолюбие между вами да пребывает. 2. Страннолюбия не забывайте, ибо через него некоторые, не зная, оказали гостеприимство Ангелам.

Евр 13 // .

19. Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр.

19. Мужья, любите своих жен и не будьте к ним суровы.

Кол 3 // .

1. Эсир ӗнтӗ Христос вӗрентнӗ пек пӗр-пӗрне лӑплантаратӑр пулсан, пӗр-пӗрне юратнипе савӑнса пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗринпе чун-чӗререн хутшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫынна хӗрхенесси, ҫыншӑн хуйхӑрасси пулсан, 2. манӑн савӑнӑҫӑма тата туллирех тӑвӑсӑрччӗ: сирӗн шухӑшӑрсем пӗр пулччӑр, пӗр-пӗрне юратӑр, пӗр чунлӑ, пӗр шухӑшлӑ пулӑр; 3. нимӗне те тупӑшса е мухтанса ан тӑвӑр, йӑваш ӑслӑ пулса пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр.

1. Итак, если есть какое утешение во Христе, если есть какая отрада любви, если есть какое общение духа, если есть какое милосердие и сострадательность, 2. то дополните мою радость: имейте одни мысли, имейте ту же любовь, будьте единодушны и единомысленны; 3. ничего не делайте по любопрению или по тщеславию, но по смиренномудрию почитайте один другого высшим себя.

Флп 2 // .

33. Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр.

33. Так каждый из вас да любит свою жену, как самого себя; а жена да боится своего мужа.

Эф 5 // .

25-26. Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене (Чиркӗве) юратнӑ, вӗсене шыва кӗртсе, каламалли сӑмаха каласа тасатнипе 27. Хӑй умне мухтавлӑ Чиркӳ — пӗр вараланчӑксӑр, айӑпсӑр е ҫавӑн евӗрлӗ урӑх кӑлтӑксемсӗр — туса тӑратасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ.

25. Мужья, любите своих жен, как и Христос возлюбил Церковь и предал Себя за нее, 26. чтобы освятить ее, очистив банею водною посредством слова; 27. чтобы представить ее Себе славною Церковью, не имеющею пятна, или порока, или чего-либо подобного, но дабы она была свята и непорочна.

Эф 5 // .

1. Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке; 2. пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр — Христос хамӑра юратнӑ пек юратӑр, Вӑл пирӗншӗн Хӑйне Хӑй Турра парнене кӳнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ парне пулнӑ.

1. Итак, подражайте Богу, как чада возлюбленные, 2. и живите в любви, как и Христос возлюбил нас и предал Себя за нас в приношение и жертву Богу, в благоухание приятное.

Эф 5 // .

6. Ӑна нумайӑшӗ айӑплани ҫителӗклӗ ӗнтӗ; 7. халӗ ӗнтӗ сирӗн ӑна каҫарса чунне лӑплантарас пулать — ытлашши хуйхӑрса пусӑрӑнсах ан лартӑр; 8. ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ сире ӑна юратӑр тетӗп.

6. Для такого довольно сего наказания от многих, 7. так что вам лучше уже простить его и утешить, дабы он не был поглощен чрезмерною печалью. 8. И потому прошу вас оказать ему любовь.

2 Кор 2 // .

9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.

9. Любовь да будет непритворна; отвращайтесь зла, прилепляйтесь к добру; 10. будьте братолюбивы друг к другу с нежностью; в почтительности друг друга предупреждайте; 11. в усердии не ослабевайте; духом пламенейте; Господу служите; 12. утешайтесь надеждою; в скорби будьте терпеливы, в молитве постоянны; 13. в нуждах святых принимайте участие; ревнуйте о странноприимстве. 14. Благословляйте гонителей ваших; благословляйте, а не проклинайте.

Рим 12 // .

15. Тӗнчене те, тӗнчере мӗн пуррине те ан юратӑр, тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть.

15. Не любите мира, ни того, что в мире: кто любит мир, в том нет любви Отчей.

1 Ин 2 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех