Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юманран (тĕпĕ: юман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кивӗ хӑма хапхаран кӗрсенех Ҫунахвунсен сарлака картишӗнчи тарасаллӑ пусӑ, лупас юписем, юманран лартнӑскерсем, тахҫанхи кӑвакарнӑ кӗлет, картиш кӗтессисенче пилӗк-ултӑ ватӑ йӑмра куҫа курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Милӗкӗ пулсассӑн пултӑр Хурӑнран е юманран.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Тамара чӗрҫи ҫинче Юманран пӗчӗкрех ача.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫул хӗрринчи ватӑ юманран вӑтамми, унтан ҫамрӑкки патне хӑюсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх пӗчӗк ялавсем ҫакса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хапха юписем вара юманран.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тахҫанхи киревсӗр ӗҫшӗн аванмарланнӑ Герасим Федотович суран паллине ӗмӗрлӗхех сыхласа хӑварнӑ юманран аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юманран ҫакса хурӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вӑл йӑлтах кӑвак юманран килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫемҫе ҫӑка татӑкӗ юманран пысӑкрах, вӑрӑмрах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уралти заводсенче шӑратса хатӗрленӗ тупӑсем тӑшман аллине лексессӗн Савкилта йывӑҫ тупӑсем, юманран, тӑвас терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юманран, — терӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӳмине мӗнле чипер купаланӑ, курӑр-ха, юманран мар-и?

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Университет ректорӗ Луньяк, кӗреш юманран чутласа тунӑ пек патвар хул-ҫурӑмлӑскер, ҫарамаслантарас пулсан, чӑнах та ҫак рамкӑри пекех курӑнмалла — ҫапах та кам хӑйса хывӑнтарса лартнӑ-ха ректора Хура тинӗс хӗрринчи чуллӑ хӑйӑр ҫине?

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ахаль тӗкме те мар, юманран тунӑ, хушшине ал чикес тесен ал кӗмест.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ вӑл юманран таянтарнӑ ухӑ пӗкечине алла илчӗ те ун ҫине ухӑ йӗппи хурса тӗллеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунсӑр пуҫне тата картиш йӗри-тавра кайӑк вӗҫсе каҫмалла мар хӳме тытса ҫаврӑннӑ; хӳме юписем юманран, хӑмисем темиҫе вершук хулӑнӑш.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лаштра юманран кунтарах ҫухрӑм юпи ларать, ун ҫумне икӗ хӑма ҫапнӑ: пӗрин ҫине — «Чӗнере 1 ҫухрӑм» тесе, теприн ҫине — «Куславккана 25 ҫухрӑм» тесе хура сӑрӑпа сӑрласа ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа ҫитсе, ыйтса пӗлсе каялла тавӑрӑнма сахалтан та икӗ сехет кирлӗ, вӑл пӗр сехетрен ытла та ҫӳремерӗ, ҫав вӑхӑтрах тата юманран чукмар туса хатӗрлеме те ӗлкернӗ.

Если крадучись пробираться да порасспросить и вернуться, тут как раз в два часа еле-еле управишься, а он ходил никак не больше часа и за это время успел еще дубовую палку вырезать и обделать.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чукмарӗ йывӑр, юманран тунӑ.

Палка была тяжелая, дубовая, вырезанная налобком, то есть с шишкой на конце.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ сире ҫӗр ҫинчи чи типӗ юманран тунӑ ҫӗнӗ бизань кӑтартатӑп.

Я покажу вам новую бизань из самого сухого дуба на всей земле.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех