Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсемпе (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ташӑсем пулаҫҫӗ-и унта? — юлташӗсемпе пӑшӑлтатнӑ хыҫҫӑн мастер умне пырса тӑчӗ Люба.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтан ӗҫрен хӑвӑртрах тухса тарасшӑн ҫуннӑ Лида юлашки кунсенче темӗнле салху ҫӳрерӗ, юлташӗсемпе те питех калаҫмарӗ, пушӑ вӑхӑтне ытларах кӗнекесемпе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Каярахпа вара, юлташӗсемпе чухне, йӑлишӗн вӑтанарах сывлӑх сунакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Гегель философӑн «Логикине» вуласа выртнӑ, юлташӗсемпе философи ыйтӑвӗсемпе калаҫнӑ…

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Атӑл ҫинче, нумай пулмасть кӑна-ха совет салтакӗ Гитлер вӑрӑ-хурахӗсене урӑх пуҫ ҫӗклемелле мар тӳсе тӑкнӑ Атӑл хӗрринче, ГЭС тума тытӑнасси ҫинчен илтсенех, Василий юлташӗсемпе сывпуллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Пенишора хӑйӗн юлташӗсемпе сывпуллашса уйрӑлнине (ку шкул картишӗнче пулса иртрӗ) хапха умӗнче тӑракан Ҫтаппан пичче йӑлтах курчӗ.

Сцену прощания Пенишоры с товарищами (дело происходило во дворе школы) наблюдал стоявший у ворот дядя Степа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫри кивӗ те примитивлӑ техника ҫинчен калаҫнӑ чухне кӑна вӑл юлташӗсемпе чунтан сӑмахларӗ.

Общий язык с товарищами он обретал лишь тогда, когда заходила речь об отсталости и примитивности производства или обсуждались другие вопросы, связанные с техникой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл чӑтӑмлӑх ҫитереймесӗр хӑлхине чӑлан алӑкӗ ҫумне тытса итлерӗ, унтан каллех пӑлханса кайнӑ юлташӗсемпе пӗрле кӑшкӑрашма пуҫларӗ.

Время от времени он нетерпеливо приникал ухом к двери чулана, затем снова присоединялся к бушевавшим товарищам.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лавр ҫар складӗнче ӗҫленӗ чухне юлташӗсемпе теплерен сыпкалатчӗ, анчах киле таврӑннӑранпа пачах ӗҫменччӗ, ҫавӑнпа вӑл пӗр черкке янипех хӑйне хӑй темле, ӳсӗрӗлнӗ пек те мар, ҫӑмӑлланса кайнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл хӑйӗн юлташӗсемпе темӗн калаҫса илчӗ те, Мефоди-ҫурӑ хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Завод ҫӗнӗ заказа туса париччен Таня хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле цехран тухмасӑр талӑкне икшер смена ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Микула ҫывӑх юлташӗсемпе чунне уҫса калаҫнине те, халӑхпа кӑмӑллӑн халапланине те эпир курсах каймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук, кӗнчелеҫҫисем патӗнче кӑштӑртатса, юлташӗсемпе пӗрле тухма ӗлкӗреймерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Варуҫ, Микулапа Ваҫли хуткупӑспа килнине аса илсе, хӑйпе юнашар ларакан юлташӗсемпе вӑрттӑн калаҫса илчӗ те кӳреннӗ сасӑпа: — Ваҫли, кутӑнланма намӑс мар-и? Сире чиперех чӗнтӗм-ҫке! — терӗ те ҫавӑнтах юлташӗсем енне ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулла кайсан витрене ҫӑрттансемпе ҫупахсене тарӑхса ывӑтнӑ чух куҫ умне Сӑр кукӑрӗнче юлташӗсемпе стерлӗк тытни тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла юлташӗсемпе чиперех калаҫрӗ тӗкӗрҫӗ, каҫсерен тӑнне ҫухатса тем те пӗр кӑшкӑрашрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗсемпе килениччен калаҫнӑ хыҫҫӑн Хусана хавассӑн таврӑнаҫҫӗ вара.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайпа Офоня Хлебник хӑйсен йышлӑ юлташӗсемпе тимӗрҫӗ лаҫҫинче ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тара ӳкнӗ Алимпи сӑхманне чылайччен тӳмелемесӗр, юлташӗсемпе шӑкӑлтатса калаҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Юлташӗсемпе те сӑмах тупаяс ҫук вӑл халь.

К подругам — тоже нет желания, да и не о чем говорить.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех