Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлсан (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уй илемӗ куҫа курӑнми пулнӑн, ӑш-чик пушанса юлнӑн, ватлӑх пусса ҫитернӗн туйӑнчӗ ватӑ тракториста ывӑлӗ, Якур, умран кайсан, уй-хир Якурсӑр тӑрса юлсан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хветура кунта юлсан, ял-йыш мӗн калаҫасси паллӑ-ха вӑл: пӗрремӗш арӑмӗн аслӑ йӑмӑкне те хӑйӗнчен пӑрчӗ иккен, хӑйӗнпе пӗрле чаплӑ хваттере илсе каймарӗ иккен, тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кая юлсан каю шӑтассине шута илсе ыттисем те ҫак яваплӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр пуҫӑннине калать ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗ Валерий Долгов.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Яш-кӗрӗм яла юлсан ял пӗтет тесе хӑрамалла мар.

Если молодёжь будет оставаться в деревнях, то бояться, что деревня погибнет, не стоит.

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

— Кая юлсан каю шӑтать теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене ӑс кӗртмелле мӗнле те пулин, унсӑрӑн кая юлсан каю шӑтать тенӗ пек пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпӗ пӳлӗмре пӗччен кӑна тӑрса юлсан, хӗрача ман пата кӗчӗ те, пӗр ютшӑнмасӑр, куҫран хӑюллӑн пӑхса, ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Пӗр вунӑ-вунпилӗк утӑм пек юлсан, ӑна палласа илтӗм те тӗлӗнсех кайрӑм: Алтаккин пичей!

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Тӗлпулусем хыҫа юлсан — кӗтмешкӗн йывӑр, хальхинче вӗсем вара ирӗксӗрех малта.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Володьӑпа Аня халлӗхе ахаль юлташсем кӑначчӗ-ха, пӗр-пӗринпе, иккӗшӗ ҫеҫ юлсан та, ютшӑнса калаҫмастчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫур ҫӗр тӗлӗнче хӑнасем саланса пӗтсен махорка тата эрехсӑра шӑршиллӗ пӳртре тӑваттӑн ларса юлсан Герасим Федотович сӗтеле аллипе чӑнлаттарса ҫапрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗни хӗсӗр юлсан сӑлтавне техник-осеменатор ҫине йӑвантарма пӑхатӑн: вӑл япӑх ӗҫлет имӗш.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вӑл сывӑ юлсан ятӑм юлӗ».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Кая юлсан упа тытса ҫиет ак.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Утмӑл ҫулта тӑлӑха юлсан ӑна хӑш-пӗр мучисем качча илесшӗн пулнӑ имӗш, анчах Сухви кинеми хӑй ҫавӑрнӑ кил-ҫуртне пӑрахса ют ҫӗре кайма шутламан.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫаппа-ҫарамас юлсан вӑл кам ачи иккенне шуйттан та пӗлес ҫук…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каякансенчен уйрӑлса юлсан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пӗччен юлсан та чылайччен ӗсӗклесе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сисменнийӗ пымасӑр юлсан та Питӗ нумай пухӑнчӗҫ вӑрманта, Упа ҫырми пуҫӗнчи ӗшнере, Матруссем курман — илтмен те…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Малтанхи танкӗ хамӑр пата ҫитесси ҫӗр метр пек юлсан, ӑна пирӗннисем ПТРтан персе тивертрӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех