Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗччен юлнӑскер каллӗ-маллӗ уткалать, пӗр ҫаврӑм юрӑ та ӗнрешрӗ.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Леш те, пӗччен тӑрса юлнӑскер, унталла-кунталла пӑхкаласа тӑчӗ-тӑчӗ те: — Эпӗ мӗн, ҫынран катӑк-им, эпӗ мӗн, кӗлте ҫыхса курман-им? — текелесе ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗҫелис, пӗччен юлнӑскер, ҫӑл куҫ патне анчӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Михала, лаша ҫинчен ӳксе уксах пулса юлнӑскер, салтака кайман.
8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Каярахпа ӑнланчӗ: Ҫтаппан нимӗнле айван та мар, ача чух йывӑр чирпе асапланса пӑсӑлса юлнӑскер, вӑл халӗ те, каччӑ пӳне кӗрсен те, ҫемҫешке кӑмӑлне пула хӑйӗнчен кулма юратакансен мӑшкӑлӗ айӗнчен тухаймасть.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Раман ашшӗне пӗчӗкле ҫеҫ астуса юлнӑскер, ӑна апат ҫисе ларакан Иван Капитоновичпа танлаштарса пӑхма тимлерӗ.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Кам ачисем-ха эсир, ӑҫтиҫуксем? — ял хуҫи, суя справкӑпа фронтран пӑрӑнса юлнӑскер, хӑйне патша пек тытрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗррехинче, фермӑра хуйхӑрнипе начарланса, сӑнсӑрланса кайнӑ салтак арӑмне курсан Егор Силыч, хӑй те тахҫанах тӑлӑха юлнӑскер, ҫак хӗрарӑма вӑрттӑн юратаканскер, чӑтаймарӗ:
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эрне каялла кӑна-ха облаҫа ҫемйипе (тахҫанах арӑмсӑр тӑрса юлнӑскер, амӑшӗпе Крахвинепе пурӑнатчӗ) яланлӑха сывпуллашса тухса кайрӗ — арестлӗҫ е персе те пӑрахӗҫ тесе шухӑшларӗ вӑл.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Земляков коммунистсен лагерӗнчен сакӑр ҫултан тин таврӑнчӗ — тип пулӑ пек хытканланса кайнӑскер, цингана пула пӗр шӑлсӑр тӑрса юлнӑскер, хуҫӑлнӑ аяк пӗрчисемпе…
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Палюков, ҫырмӑ хӗррине юлнӑскер, пӗчӗк тетрачӗ ҫине темскер ҫырать.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Пӗкӗ унки шӑкӑртатни ҫеҫ, паҫӑрах илтӗнсе юлнӑскер, ҫынсен хӑлхисенче халӗ те-ха йӑн-йӑн тӑвать.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кунта тӗшмӗшлӗх мар, халӑх медицинин темӗнле ӑслӑлӑхӗ, авалтанах юлнӑскер, пулнӑ пулас.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Акӑ хайхи Сехмет Сантӑркки хуп-хура хулӑн ҫӳҫлӗ, патвар ҫан-ҫурӑмлӑ каччӑ, тӑванӗ-пӗлӗшӗ асӗнче ӗмӗрлӗхех ҫап-ҫамрӑк юлнӑскер, хӑйӗн аппӑшӗн ывӑлӗ Таранов ҫине ӳпкевлӗн пӑхкаласа ҫапларах каларӗ пек:
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.
Ял ячӗ тахҫанах ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ят ват ҫынсен халапӗсенче кӑна юлнӑскер пулнӑ (хӑйӗн суя ятне те ҫавӑнтанах илнӗ ӗнтӗ автор) — анчах Шупуҫҫынни, истори юхӑмӗнче вӑл ан ҫухалтӑр тесе, унпа поэмӑра усӑ курнӑ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
«Юратӑвӗ мӗнле пулнӑ, курайманлӑхӗ те ҫавнашкалах», — хаш! сывларӗ Герасим Федотович, кӗпе-йӗм ҫумалли кӗпер ҫинче пӗчченех тӑрса юлнӑскер.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Аслашшӗнчен састӑп илсен хура пиншакне хыврӗ, шурӑ ҫухаллӑ кӑвак кӗпе вӗҫҫӗн юлнӑскер ҫӗрулми кӑларма тытӑнчӗ, хутран-ситрен аллинчи сехечӗ ҫине пӑхкаласа тӗмӗ хыҫҫӑн тӗмӗ сирпӗнтерчӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Левенчук, сӑртламӑн хӗвелтухӑҫӗ енче пӗччен тӑрса юлнӑскер, Янеев расчечӗпе пӗрле пулма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах командир ӑна малтанхи позициех таврӑнма хушрӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
— Виҫӗ гектар ҫинчи кӑшман, юр айне тӑрса юлнӑскер, халь мӗнле япалана куҫнине каласа параймӑн-ши?! — хыттӑн ыйтать вӑл председательтен.
Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.