Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлман (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗн хевти те юлман иккен унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Драгунсем кунта мӗн чӗре чун пулнӑ — вӗсене йӑлтах пӗтернӗ, ӳсентӑран та, выльӑх-чӗрлӗх те сывӑ юлман.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ҫурт та, пӗр сарай та ҫунмасӑр юлман.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах халӗ ун пеккин йӗрӗ те юлман.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пурӑнасси нумай юлман.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атӑл ҫинчи калӗрсен Йӗрри юлман шыв ҫине, Сан кӑмӑлу тивмесен Телей анмӗ ҫӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ачи вилес пек выртнӑ чухне Паҫук аппа пӗрре те ҫывӑраймарӗ, ҫавӑнпа та шуралса начарланса кайрӗ, пит-куҫӗнче пӗр юн тумламӗ те юлман тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӑпанӑн тӗсӗ-йӗрӗ те юлман!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Кӗҫех ҫаксем, сӑмахӗсене ҫӗрӗк пӗрене айӗнчен хиркелесе кӑларса (ҫӑвар уҫма та пӗр чӗптӗм те вӑй-хал юлман, тейӗн), пӗр-пӗринпе васкавар канашласа илчӗҫ те тем ҫинчен сӑмах татрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Таврӑнсан, пӑхатӑп та — Дружокӗ вырӑнтах выртать, хура йыттин тӗсӗ-йӗрӗ те юлман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ҫийӗр, ачамсем, ҫийӗр, ҫиекен лаша ҫултан юлман, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑсӗпе те Эрнук кая юлман, вулама та ҫырма пӗлнӗ.

И смышленой была Эрнук – умела читать и писать.

Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418

Ҫавӑн пекех пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ проблемӑсем те айккинче юлман.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Ак хайхи сӑнран паха леш алапаш хӗр те этем тӗс-пичӗн йӗрӗ те юлман шуйттан пулчӗ те тӑчӗ, йӗкӗлтевлӗн, намӑссӑррӑн-симӗссӗррӗн кутне-пуҫне кӑтарткаласа, тӗрсӗр ахӑлтатса та ихӗлтетсе, элес-мелес сиккелесе те пӗтӗрӗнкелесе, каллӗ-маллӗ чупкаласа, сальто-мортале те тукаласа, умра пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑпӑр-кӑпӑр ҫи-пуҫӗнче те пӗр типӗ вырӑн та юлман.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑп ҫирӗм утӑм тусан, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — чикан майрисен тӗсӗ-йӗрӗ те юлман.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вӑхӑт нумаях юлман, васкас пулать!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пичетлекен машинкӑна чӑн та хатӗрлени е унпа усӑ курни ҫинчен нимӗн те сыхланса юлман.

Не сохранилось и сведений о реальном создании и применении описанной машины.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Шел пулин те, ҫак изобретение мӗнле те пулин тӗплӗнрех уҫса паракан информаци сыхланса юлман.

К сожалению, какой-либо подробной информации о его изобретении не сохранилось.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Е этем чысӗ пӗр чӗптӗм те тӑрса юлман санра?

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех