Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлмалла (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Варвари фермӑра каҫхи сменӑна юлмалла пирки ытти кунсенчи пек ӗҫне вӑр-вар пуҫтармарӗ, выҫса кайнӑ чӗпсене майӗпен кӑна ҫитеркелерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ кашни ӗҫ хыҫҫӑн сан пек юрласан, тахҫанах сассӑр юлмалла, — мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Мӗн ас туса юлмалла?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗтӗм каснӑ вӑрман лаптӑкӗсене йывӑҫ калчисем лартмалла, Ку ӗҫе шутсӑр вӑхӑтра туса юлмалла.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Утрав камӑн пулассине Окружной суд татса париччен кунта пӗр ҫын та юлмалла мар, пӗр патакне те турттарса кайма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах мӗн ӗҫпе килнине ӑнлан-тариччен ҫакна астутарасшӑн: эпӗ кунта пулни тата ман ҫӑвартан тухнӑ сӑмахсем иксӗмӗр хушӑмӑрта юлмалла.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан тӗлӗнтер, тусӑм… пурте каяҫҫӗ те, пирӗн ма юлмалла вара? — ӳпкелесе илчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, эпӗ ун пек шухӑшламастӑп, кум, ахаль ҫынсем илсе кайсан, кӳсекӗ выртса юлмалла.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй тӑрса кайнӑ пулсан, кӳсекӗ выртса юлмалла, — терӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ыран Ҫтаппан лашасӑр юлмалла!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вожатӑйсем кану кунӗсем пуриншӗн те савӑнӑҫлӑ, асра юлмалла пулччӑр, тепӗр вӗренӳ ҫулӗ валли ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм хушчӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Лагерьти кашни кун асра юлмалла ирттӗр тесе шкул коллективӗ тӑрӑшни тӳрех курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Пӗрин пӗтес-тӑвас пулсан, теприн юлмалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сирӗн мӗн тата ухмаха супса юлмалла пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унсӑрӑн пулсан хӑй тытнӑ кайӑка тутанса пӑхмасӑрах юлмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

(«Манӑн мӗнле те пулин сӑлтав тупса кунта юлмалла марччӗ, эпӗ часрах ҫапӑҫакан ҫарсем патне ҫитсе ӳкесшӗн» терӗ вӑл кайран Григорьева, тав турӗ ӑна.)

Как он потом признался Григорьеву, ему непременно надо быть в действующей армии, и уговаривал его поддержать.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче линейка савӑнӑҫлӑ та асра юлмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрав урока йыхравлать // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%88a%d0% ... %82%d1%8c/

«Улпут, — тет ҫул ҫӳрен, — тӑхта, Кунта ман юлмалла: эп ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ятмана тивме кирлӗ мар, председательте вӑлах юлмалла, Кабира хӑйне бригадира е ҫавӑн пек урӑх ӗҫе лартмалла.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ-амӑшӗсем каймасан, вӗсем кунта ҫӗр каҫма та юлмалла.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех