Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлатӑн (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни сӑмахшӑн тытса хупас пулсан эс ак час карачисемсӗр, пӗр мӑрсасӑр тарса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр эрнерен эсӗ упӑшкасӑр тӑрса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс юлатӑн пулсан, епле-ха кайӑп эп кунтан?

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Тӑрса юлатӑн вара кӗрхи хирти тӑлӑх тал пиҫен пек…

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ниҫта та вӗсенчен тараймӑн, Юлатӑн ӗмӗр тыткӑнра; Начаррине, ҫук, пытараймӑн — Ара, ӑс-тӑн ялан сӑнра.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Анчах пирӗн пек ӗҫлесен, эсӗ хулсӑр юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Э-э, эсӗ пурнӑҫран юлатӑн, — юриех тӑсса каларӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унсӑрӑн урпа выраймасӑр юлатӑн, кӗҫӗр урпа вырма каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эс, ӗҫ тесе, кунпек пачах хӗрарӑмсӑр тӑрса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна тытса пӗтермелле, унсӑр ҫӗр улмисӗр тӑрса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Тимлӗхе ҫухатсан дирижер патакне те сисмесӗрех юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсӗ Хусантах юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вилсе выртать те, пуян ҫын килӗнче кин пулса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Капла эс революци юхӑмне те кураймасӑрах юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Цаупере, эсӗ ҫӳлте юлатӑн.

Цаупере, ты останешься наверху.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак минутра Дигэ сулахай аллине Ганувер ҫанни ҫине хучӗ — мӗнле калас, вӑхӑтӑн тивӗҫлӗ тапӑвне татмасӑр кирлине тытать; ҫакӑн хыҫҫӑн, ӑс-хакӑлӑн ҫак ҫиҫевӗ палӑрмиех пӗчӗк пулсан та, кирлӗ сӑмаха калама кая юлатӑн, анчах ҫӳҫ хулӑнӑшӗнчен маларах калани те усса пымасть.

В эту минуту Дигэ положила руку на рукав Ганувера, соразмеряя длину паузы, ловя, так сказать, нужное, не пропустив должного биения времени, после которого, как ни незаметно мала эта духовная мера, говорить будет уже поздно, но и на волос раньше не должно быть сказано.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Летика, эсӗ кунта юлатӑн, каҫ тӗлнелле таврӑнатӑн та никама пӗр сӑмах шарламастӑн.

Летика, ты останешься здесь, вернешься к вечеру и будешь молчать.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Кая юлатӑн вӗт капла.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫывӑрса юлсан — вӗри шывсӑр юлатӑн.

Проспишь — без кипятку останешься.

XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Эсӗ халь пӗчченех юлатӑн.

— Ты теперь одна остаешься.

XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех