Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
этемлӗх (тĕпĕ: этемлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗске вӑхӑтлӑха тӗнчери радиостанцисем чыхӑнса кайса шарлами пулнӑ, тӗлӗннине ирттерсе яма, сывлӑш ҫавӑрса илме, унтан этемлӗх ҫине цивилизацин ҫӗнӗ тапхӑрӗ пуҫланни ҫинчен калакан нумай-нумай пӗлтерӳсем сапма яланхи пур передачӑсене те чарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӗҫ енӗпе те, этемлӗх енӗпе те, тес пулать.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вулама, шутлама, ҫырма, туслашма, шкулти тата пӗтӗм этемлӗх правилисем тӑрӑх пурӑнма нумай вӑй кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Халӗ, ав, этемлӗх вӗсем патнелле туртӑнать.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Этемлӗх историйӗнче тепӗр страница уҫӑлать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вара кӗрнеклӗ, ирӗклӗ ман утӑм, Чун пӗрлешет этемлӗх чунӗпе…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Айдаш сӑввисен лирикӑлла геройӗ пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхма тӑрӑшать, хӑй кун-ҫулне этемлӗх кун-ҫулӗпе танлаштарса виҫет («Чӑнлӑх вучӗ», «Шӑпах тӑрса, тӑнлатӑн чӗрене» сӑвӑсем).

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Вӑл классӑр обществӑ культури, пӗтӗм халӑх, пӗтем этемлӗх культури пулать».

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл ӗҫ ҫынни массисене ӑс-тӑн чуралӑхӗпе тӗттӗмлӗхрен хӑтарчӗ, вӗсене этемлӗх пухнӑ культурӑ пуянлӑхне алла илме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Съезд пӗтӗм этемлӗх историйӗнче чаплӑран та чаплӑ документ пулса тӑракан ҫӗнӗ Программӑна йышӑнса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Лука Степанович, сан шутпа мӗн-ха вӑл этемлӗх, пуян чун-чӗре? — каллех вашкӑртса ыйтрӗ Аликов.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Этем ӑшӗнчи этемлӗх.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ҫавӑн пек хӑрушӑ диктатор этемлӗх историйӗнче урӑх ниҫта та, нихҫан та пулман-тӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шалти сӗткенӗсем хӑватлӑн тапса тӑнине пула вырӑс ҫырулӑхӗ асӑннӑ чӗлхесен шайне часах ҫитет, вырӑс чӗлхи этемлӗх ӑс-тӑнӗнче тӗл пулакан мӗн пур шухӑша, мӗн пур ӑнланӑва тӗрӗс те витӗмлӗ палӑртакан чӗлхе пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

— Ҫапла, этемлӗх малалла кайтӑр тесе лашасем сахал мар тар тӑкнӑ, — терӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн алли-чӗри витӗр 150 ытла ача вӗренсе тухнӑ, вӗсене вӑл этемлӗх никӗсне хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Этемлӗх чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ ӗмӗте чи малтан шӑпах пирӗн ҫӗршыв пурнӑҫланӑ — 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин «Восток» караппа тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ.

12 апреля 1961 года наша страна первой осуществила заветную мечту человечества – ракета-носитель вывела на орбиту корабль «Восток» с первым космонавтом мира Юрием Гагариным.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Драгунсем кунта этемлӗх ташманӗ ҫеҫ мар, пурнӑҫ тӑшманӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак ырӑ хыпар патька-патша ялавӗ айне, этемлӗх телейне, чӑнлӑха ҫӗнсе илме чӗнекен ялав айне пиншер-пиншер чӑваш паттӑрӗсене илсе ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемлӗх лайӑх пӗлет: чи йывӑр, чи трагедилле саманасенче те нацие упраса хӑварма пулӑшакан чи чаплӑ, никам ҫӗнейми пурлӑхсенчен пӗри вӑл тӑван халӑхне чунтан-чӗререн юратакан писатель ҫырнӑ хайлавсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех