Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнерен (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тепӗр эрнерен халӑх хушшинче сасартӑк кӗпер ишӗлсе анма пултарни ҫинчен сас-хура сарӑлнӑ, ҫакӑ ҫынсене хӗсӗнсе лармалли сӑлтав пулса тӑнӑ, вуникӗ ҫын вилнӗ.

Однако неделю спустя в народе прошёл слух о возможности внезапного обрушения моста, что стало причиной давки и гибели двенадцати человек.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Виҫӗ-тӑватӑ эрнерен пирӗн Именчӗк (эпир ӑна ҫапла ят патӑмӑр) маттурланса кайрӗ: кил карти тавра чупкаласа кӑна ҫӳрет, сиккеле-сиккеле вылять.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Тепӗр эрнерен палӑртнӑ вырӑна ҫитрӗ Тетей.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑмӑлсӑррӑн сура-сура, Камай пӗчченех домрактсемпе ҫурта ҫӗклерӗ, бетон шӗвекӗ хатӗрлесе, никӗсе ячӗ, вара канӑҫлӑн хулана тухса кайрӗ, тепӗр эрнерен таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Кайран, типсе ҫитсен, кӗрсе илӗпӗр тепрер эрнерен.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тепӗр эрнерен Петр Петрович Мускава тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан пӗр эрнерен эпир Украинӑри пӗр яла пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вӑл вилсен тепӗр эрнерен унӑн юлашки ҫырӑвне Оля инкене вуласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Тепӗр эрнерен Оля инке (эпир ӑна ҫапла чӗнетпӗр) Иван Петрович виҫӗ каҫ хушшинче мӗн ҫырнине илсе пычӗ, сасӑпа вуласа пама ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн тепӗр эрнерен эпӗ паллакан милиционера куртӑм та ҫакӑн пек хыпар илтрӗм: пӗр тӗттӗм кӗрхи каҫ ман юлташӑм хула хӗрринчен, юлташӗ патӗнчен, хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тата икӗ эрнерен ҫак портрета илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Икӗ эрнерен кая мар кӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Мӑшӑрланни ҫинчен эпир заявлени панӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен паллӑ тӑватпӑр, — тенӗ ЗАГСрисем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Икӗ эрнерен чип-чипер ҫынах пулса тӑратӑн», — тесе «савӑнтарчӗҫ»…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Виҫӗ эрнерен мана ҫав сестрах икӗ ҫыру пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӳк, 24: романа Кӑнтӑр Африкӑпа Пакистанра сарма чараҫҫӗ, ун хыҫҫӑн темиҫе эрнерен Сауд Аравинче, Египетра, Сомалире, Бангладешра, Суданра, Малайзире, Индонезире тата Катарта чарса хураҫҫӗ.

24 ноября: роман запрещён в Южной Африке и Пакистане, в течение последующих недель запрещён в Саудовской Аравии, Египте, Сомали, Бангладеш, Судане, Малайзии, Индонезии и Катаре.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Тепӗр икӗ эрнерен практикантсенчен пӗрне Хура тинӗс хӗрринчи пионерсен чи чаплӑ лагерьне — Артека ӑсатмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Тепӗр эрнерен вӑл госпитальте юлташне курать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эрнерен килӗп, — Ҫӗпритун кӗлете кӗчӗ, хӑй япалисене хӑпӑл-хапӑл пухса кутамккине чикрӗ те, хапхаран тухса, урам урлӑ тӑкӑрлӑкалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрер эрнерен ҫамрӑк организм апат нумай ыйтма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех