Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытамӗнчен (тĕпĕ: ытам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каччӑ ытамӗнчен ҫӑлӑнас тесе, хӗр каялла туртӑнчӗ, анчах унӑн аллисене сирсе яма вӑй-хал ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Лешӗ, хавассӑн ахӑлтатса, каччӑ ытамӗнчен ҫӑлӑнма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Тӗттӗм ҫӗр ытамӗнчен ирӗклӗ ҫӗре тухнӑшӑн савӑннӑ пек, шывӗ хаваслӑн шӑнкӑртатать, ҫӑмӑллӑн сике-сике, хӑйӗн кукӑр-макӑр ҫулӗпе малалла васкать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӑрӑм хаяр хӗл ытамӗнчен ҫӑлӑннӑ ҫутҫанталӑк симӗс тум тӑхӑнма васкать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хваттере кӗрсен, ыталашса илчӗҫ вӗсем, Кирей чылайччен вӗҫертмерӗ хӗрне ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тинех пурнӑҫӑн тепӗр енне, хуйхӑ-суйхӑсӑр та савӑнӑҫлӑ енне туйса илтӗм, — вӑл Кирее хӑйӗн ытамӗнчен вӗҫертмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирейӑн вӑй хурсах хӑтӑлма тиврӗ унӑн ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Акӑ эсӗ, анчах Микишӗн сӗмсӗр ытамӗнчен хӑтӑлнӑскер, мана килелле сӗтӗретӗн:

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Ашшӗ ытамӗнчен ирӗке тухнӑ ача шутлать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Атӑл ҫинчи шавлӑ ҫуркуннен ачаш ытамӗнчен ниҫта пытансан та хӑтӑлма май ҫукчӗ, вӑл пире, пӑрахут ҫинчи ҫынсене, каютӑсенче те, ресторанра та шыраса тупатчӗ, каллех хӗвеллӗ палуба ҫине ҫавӑтса тухатчӗ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Роза ытамӗнчен уйрӑлсассӑнах хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Хӗветӗр Ленӑн куҫӗпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ваҫли ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, кравать ҫине анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ хӗвел те, йывӑҫсен ытамӗнчен ҫӑлӑнса, тата ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, хӗрсем те, ҫихӗрешсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри баракалла чупса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лена Завьялов ытамӗнчен тухать, хӑйӗн вӑрӑм симӗс сумки выртакан сӗтел еннелле ҫаврӑнать те, унӑн куҫӗсем фотоӳкерчӗке кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Эс ху та Ярабаевпа пӗрлешме ытлашши васкарӑн, мана Наталь ытамӗнчен туртса илмеллеччӗ сан. Халь, ҫак самантра, вырӑн ҫинче юнашар выртаттӑмӑр тен?» — хӑй ӑшӗнче Инессӑпа калаҫрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫаппа-ҫарамас Наталь арҫын ытамӗнчен пулӑ пек шӑвӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов: «Ку пысӑк ыйту. Васкамӑпӑр. Капла эс ӗҫрен те юлма пултаратӑн», — текелесе хӗрарӑм ытамӗнчен аранаран хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Зала кӗрсен Инесса арҫын ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ, хыпаланса ҫутӑ сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех