Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырлать (тĕпĕ: ырла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Европа пӗрлӗхӗн постановленийӗнче каланӑ тӑрӑх, юрӑҫ «Украина территорин пӗрлӗхне тата суверенитетне хавшатакан» ӗҫсене ырлать, пулӑшать.

В постановлении ЕС говорится, что певец поддерживает действия, которые якобы «подрывают территориальную целостность и суверенитет Украины».

Shaman // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/Shaman

Хул хушшине симӗс апат хӗстерсе чупса ҫитнӗ Вихтӗре Мӗтри конюх ырламаллипех ырлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Каплах тӑрмашсан, — ырлать тепӗр ирхине ашшӗ, — санран та ҫын пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ырла-малла чух ырлать пӗчӗк ӗҫчене ашшӗ: «Ҫапла, ҫапла, маттур, маттур», кӑлтӑк сиксе тухсан, кӑшкӑрса тӑкма та именмест:

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑл хӑмпа, пӗлетне, анне ман куҫ умӗнче юри ырлать:

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑван ПАП ырлать мана, премисем парать.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кулюкка питӗ ырлать вара ӑна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӗрӗс, — ырлать ку шухӑша учитель.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ача пахчисемпе шкулсенче вырӑсла вӗрентеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ чылай чухне ҫакна ырлать.

В детских садиках, школах учат русскому языку, и родители зачастую поощряют это.

Кадыров тӳре-шаран ачи чеченла пӗлмесен ӑна ӗҫрен хӑтарассипе хӑратнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36508.html

Вӑл аллипе пӗр суллать, Ӗҫекене шав ырлать: Ӗҫет, ҫиет туй ҫынни, Тӗнче ҫурать юрлани!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та ун ӗҫки, ҫӑкри тивлетне Темӗн чухлӗ ҫын савса ырлать ун ятне Е инкек пулсан, е Урхашӑн тӑкак, — Хатӗр хӗрхенме тусӗсем туххӑмрах.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ывӑлӗ ӑнланчӗ: амӑшӗ ун шухӑшне ырлать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Канашри муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов подрядчиксен ӗҫне тӑтӑшах вырӑна тухса хаклать, графикпа килӗшӳл-лӗн ӗҫлесе пыракансене ырлать, юлхавҫӑсене сроксем ҫинчен аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Шкулсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/17/%d1%88%d0% ... %d0%b0cce/

Вӑл кунта ҫавах та ятлӑ рабочи, сӑнӗ те Хисеп хӑми ҫинче, аслӑ мастер та ырлать ҫак хитре сӑн-питлӗ ҫамрӑка.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тьфу, намӑссӑрсем, мӗншӗн пирӗн зоотехник вӗҫӗмех Ленӑна ырлать тетӗп, акӑ мӗн пулнӑ иккен сирӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марья Ивановна хӑйӗн качакине темӗн тӗрлӗ те ырлать тепӗр чухне вӑл унпа ҫынпа калаҫнӑ пекех калаҫать, ӑна хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Маттур, маттур, — ырлать Сергей Петрович.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

— Маттур, маттур, — ырлать хӑна.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Атте мана шанать, вӑл ман шухӑша ырлать.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ырлать — кӳрентерме юрамӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех