Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратать (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла ҫав: ура такӑнсан, чӗркуҫҫи ыратать, чӗлхе йӑнӑшсан — пуҫа лекет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑна кӗрсен, сисрӗм: пит-куҫа пӗчӗк пӑр таткисем тирӗнсе тулнӑ, питрен юн тумлать, сӑмсаран та юн шӗркесе аннӑ, куҫ чӑтма ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ҫакӑншӑн унчченхи пуҫлӑхӑн чӗри халӗ те питӗ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Чӗре ыратать манӑн, — пӗр пытармасӑр пӗлтерчӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чун ыратать.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, кинемей, каласа кӑтарт, мӗн ыратать?

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ара, чип-чиперех утса ҫӳреттӗмччӗ-ха, ҫӗркаҫ тем мурӗ пулчӗ, пуҫ ыратать, ҫакӑнтан, кӑкӑр тӗлӗнчен, пӑталаса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Алӑ ыратать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Анчах каччин сылтӑм алли ыратать иккен, кӑшт вылясанах ывӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗн ыратать сан?

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хамӑр хутлӑхри хӑшпӗр палӑк юхӑннине курсан вара чун ыратать.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

- Халӗ, авӑ, пушӑ ларнине курсан чун ыратать.

Куҫарса пулӑш

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӑтма ҫук ыратать.

Нестерпимо болело все тело.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эсӗ, тӗлӗнтермӗш, унпа ҫӗрӗн-кунӗн аппаланатӑн, сана курсан кӳреннипе чӗре те татӑлса каяс пекех ыратать! — «Фабиан» тем пирки шухӑшланӑ пек пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑрать, унтан татах та чеереххӗн калаҫма пуҫлать:

Бьешься, чудак, дни и ночи, просто сердце разрывается от досады за тебя! — «Фабиан» делает паузу, словно размышляя, потом продолжает еще более вкрадчиво:

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӗсемпе калаҫма вӑхӑтне тупатӑн-ха эсӗ, пуҫ ыратать тенине санне питех ӗненмелле мар-ха, пуҫ ыратакан ҫын ӗҫ пӗтнӗ-пӗтмен киле килмелле, ӗнер вара ҫичӗ сехет ҫитрӗ, пӑтӑ пиҫрӗ — эсӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Тута-ҫӑвар ыратать, малти шӑл ҫумне ҫӑкӑр перӗнсенех чӗрене пымалла чиксе каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Шыв тухса тӑкмалла чухне сан ялан пилӗкӳ ыратать, Шупашкара каймалла тесен — хур аҫи пек каҫрӑлатӑн, юри тӑватӑн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Пӗшкӗнме ҫук пилӗк ыратать, хӗрӗхре мар эпӗ текех — утмӑл пиллӗкре.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

— Эсир юрӑ итлеме юрататӑр-ха та, анчах унӑн пырӗ ыратать, — терӗ Григорьев, айӑплӑн кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗтӗм шӑм-шак, кӗлте лавӗ айне пулнӑ пек, сурса ыратать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех