Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӑмӑрсем (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Пирӗн ывӑлӑмӑрсем сарӑлса ӳсекен ҫамрӑк йывӑҫ пек пулччӑр; пирӗн хӗрӗмӗрсем керменри чеченленӗ юпа пек пулччӑр.

12. Да будут сыновья наши, как разросшиеся растения в их молодости; дочери наши - как искусно изваянные столпы в чертогах.

Пс 143 // .

28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.

28. И прочий народ, священники, левиты, привратники, певцы, нефинеи и все, отделившиеся от народов иноземных к закону Божию, жены их, сыновья их и дочери их, все, которые могли понимать, 29. пристали к братьям своим, к почетнейшим из них, и вступили в обязательство с клятвою и проклятием - поступать по закону Божию, который дан рукою Моисея, раба Божия, и соблюдать и исполнять все заповеди Господа Бога нашего, и уставы Его и предписания Его, 30. и не отдавать дочерей своих иноземным народам, и их дочерей не брать за сыновей своих; 31. и когда иноземные народы будут привозить товары и все продажное в субботу, не брать у них в субботу и в священный день, и в седьмой год оставлять долги всякого рода. 32. И поставили мы себе в закон давать от себя по трети сикля в год на потребности для дома Бога нашего: 33. на хлебы предложения, на всегдашнее хлебное приношение и на всегдашнее всесожжение, на субботы, на новомесячия, на праздники, на священные вещи и на жертвы за грех для очищения Израиля, и на все, совершаемое в доме Бога нашего.

Неем 10 // .

4. Ҫапла калакансем те пулчӗҫ: эпир патша хырҫине тӳлесе татма хамӑр уйсемпе иҫӗм ҫырли пахчисене саклата парса кивҫен кӗмӗл илетпӗр; 5. пирӗн ӳтӗмӗр те хамӑр тӑванӑмӑрсен ӳчӗсем пекех, пирӗн ывӑлӑмӑрсем те вӗсен ывӑлӗсем пекех, анчах пирӗн хамӑр ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсене чурана пама тивет, пирӗн хӗрӗмӗрсем хӑшӗ-пӗри пусмӑрлӑхра ӗнтӗ.

4. Были и такие, которые говорили: мы занимаем серебро на подать царю под залог полей наших и виноградников наших; 5. у нас такие же тела, какие тела у братьев наших, и сыновья наши такие же, как их сыновья; а вот, мы должны отдавать сыновей наших и дочерей наших в рабы, и некоторые из дочерей наших уже находятся в порабощении.

Неем 5 // .

9. Сирӗн аҫӑрсем хӗҫрен пӗтрӗҫ, пирӗн ывӑлӑмӑрсем, хӗрӗмӗрсем, арӑмӑрсем вара паянхи кунчченех [хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче мар,] тыткӑнра.

9. И вот, пали отцы наши от меча, а сыновья наши и дочери наши и жены наши за это в плену [в земле не своей] доныне.

2 Ҫулс 29 // .

28. Эпир ҫапла шутларӑмӑр: эхер те пире, пирӗн ӑрусене кайран ҫапла калас пулсассӑн, эпир калӑпӑр: Ҫӳлхуҫа парни вырӑнӗ евӗрлӗскерне куратӑр-и — ӑна пирӗн аттемӗрсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме мар, ытти парне кӳме те мар, вӑл пирӗнпе сирӗн хушшӑмӑрта [тата пирӗн ывӑлӑмӑрсем хушшинче] кӳнтелен пултӑр тесе тунӑ тейӗпӗр, терӗмӗр.

28. Мы говорили: если скажут так нам и родам нашим в последующее время, то мы скажем: видите подобие жертвенника Господа, которое сделали отцы наши не для всесожжения и не для жертвы, но чтобы это было свидетелем между нами и вами [и между сынами нашими].

Нав 22 // .

29. Пытарӑнса тӑраканни — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн, уҫса пани вара — ӗмӗрех пирӗн валли, пирӗн ывӑлӑмӑрсем валли, ӑна пире ҫак саккун сӑмахӗсене пурнӑҫласа пыччӑр тесе уҫса панӑ.

29. Сокрытое принадлежит Господу Богу нашему, а открытое - нам и сынам нашим до века, чтобы мы исполняли все слова закона сего.

Аст 29 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех