Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлне (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елена Максимовна ывӑлне куҫран: эсӗ те ҫаплах шухӑшлатӑн-и, ачам, тенӗ пек, шӑтарасла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ыйхӑран вӑрантӑн пулсан, тӑрах, Кирук, пирӗн ӗҫ пур, — терӗ Паҫук, ывӑлне пуҫӗнчен ачашласа.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Олег Нилович икӗ ывӑлне те хӑйӗн пекех спортпа туслӑ, тӳрӗ чунлӑ пулма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче анне ывӑлне ҫар операцийӗнчен иккӗмӗш хут кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Ай-уй, — тет вӑл, хӗвелҫаврӑнӑш тунисене сӗтӗрекен ывӑлне курсан, — мӗн тӑватӑн вӗсемпе?

Куҫарса пулӑш

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

— Ӗҫлесси вӑл тармӗ-ха, сывлӑх пултӑр ҫирӗпрех, — тесе килтисем ӗҫ хушмаҫҫӗ ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Уҫӑлса кӗрсен, урок хатӗрле, чечексем шӑвар, урай шӑл, — хушрӗ амӑшӗ иккӗмӗш класра вӗренекен ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Ывӑлне валли улпут хӗр сутӑн илме шутлать.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улпут ҫав ухмах ывӑлне авлантарма шутлать.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ну вара кайран Тимӗркке пуян ывӑлне пухура лекрӗ!

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗртен-пӗр ывӑлне граждан вӑрҫинче вӗлернӗ, ҫавӑнпа вӗсем Гульсум патне киле кӗртесшӗн, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ашшӗ ывӑлне тӗллет те перет.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр этем хӑйӗн пилӗк ҫулхи ывӑлне пӑрахса хӑварайман.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лена кин тупӑнчӗ-и? — тӗшшине шӗкӗлчесшӗн тимлерӗ ывӑлне шалтах тӗлӗннӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта арҫын ывӑлне Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе кайма тухнӑ.

16 марта в Чебоксарах мужчина отправился, чтобы проводить сына в Республиканскую детскую клиническую больницу.

Инспекторсем чирлӗ ачана пульницӑна ҫитерме пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://www.chuvash.org/news/34515.html

Ешӗл ҫутӑ эрешсем сапалакан лӗп хӗвелпе сенкерленнӗ тап-таса тӳпере Турра, ун ывӑлне Христоса, ҫӑтмаха аслӑлакан мӑнаҫлӑ, хӑватлӑ, пин-пин саслӑ, полифонилле-симфонилле «Аллилуиа, Аллилуиа, Аллилуиа!» кӗвӗ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ… ывӑлне те ҫав шӑпах кӗттӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ашшӗ ывӑлне чӑрмантарас мар тесе пулас, кӗнеке тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Митюк, — ҫирӗппӗн тӗллерӗҫ вӗсем куҫӗсемпе аслӑ ывӑлне, — пирӗн те укҫа пӗлӗтрен ҫуса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех