Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳтлесе (тĕпĕ: шӳтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эй, санӑн, ватсупнӑн, хунеме вӑхӑчӗ иртсе кайнӑ ӗнтӗ, хамӑрӑн кин кӗртсе хунеме-хунеҫе пулас пулать, — упӑшки пекех шӳтлесе илчӗ Униҫ инке, сӗтел хушшине Лисук кинемейпе юнашар вырнаҫса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нимӗн те калаймӑн, чӑн-чӑн ӑмӑрткайӑк, — Ванюк ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп тутарса илчӗ колхоз пуҫлӑхӗ, унтан, халӗ кӑна шӳтлесе калаҫнине манса кайса, каччӑ ҫине шӑтарас пек тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗр-пӗрне ӑнланман самантсене шӳтлесе «якатма», майлаштарма тӑрӑшаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫамрӑк ача Васыле шӳтлесе мӗн те пулин каласса кӗтнипе кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Ученик простодушно улыбался в ожидании шутки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Васкамалла ман, — шӳтлесе хирӗҫлерӗ Кӗҫтук.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗр пулсан, пысӑк тиек е кӗнекеҫӗ пулӗ-и-ха е хам пӗк выльӑх учителӗ ҫеҫ пулӗ-и? — текелерӗ ашшӗ, ҫынсем умӗнче шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Матви ура сырчӗ — часах хӗл ларать пуль ӗнтӗ, — тетчӗҫ ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнакансем шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӑхтин нимӗн те тӑхтавсӑр пулмасть, — шӳтлесе тавӑрчӗ сӑвӑҫ, унтан кулмасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах та Натюш ӑна ҫилленмест, пӗр йывӑр сӑмахпа та кӳрентермест; тӗлӗнтермӗш упӑшки ытла та кулӑшла ӗҫ тусан, Натюш шӳтлесе кулсах ирттерсе ярать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ачи ман иккӗ мар-ха, виҫҫӗ, — шӳтлесе илет тепӗр чух Натюш.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Пулать те ҫав хӗрарӑм — сар ҫу вӗт, сар хӗвел! — терӗ Макар, те шӳтлесе, те чӑнласах.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ыраша кӑшт каярах юлса акрӑмӑр пулас, — терӗ Акчуров, пӑшӑрханнӑ сасӑпа, ҫавӑнтах шӳтлесе те илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Баймашкин мар-и? — шӳтлесе ыйтрӑм эпӗ, анчах ман ыйту вырӑнлӑ пулмарӗ, хаваслӑ хӗр кӑмӑлне салхулатрӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Халь ӗнтӗ эсир кунта жень-шень лартса ӳстерме ӗмӗтленет, тенине ӗненетӗп, — терӗм эпӗ шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тарасапа аппаланакан Ибраев шӳтлесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ҫурхи кайӑксем пек юрласа ӗҫлеҫҫӗ пирӗн хӗрсем, вӗсемшӗн те ҫуркунне ҫитрӗ мар-им? — шӳтлесе илчӗ вӑл, кухньӑна кӗрсен.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Килти Мичурин» теҫҫӗ мана ҫамрӑксем, шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шӳтлесе те йӗплесе калаҫма юратакан тусӑм умӗнче эпӗ Пӑрчкан пирки нимӗн те шарламарӑм, ӑна манма тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Те шӳтлесе, те чӑнласах каларӗ ҫакна вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫур ҫын! — тет шӳтлесе Баймашкин.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех