Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳтлесе (тĕпĕ: шӳтле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмаха шӳтлесе каларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев шӳтлесе мар, чӑнласах калаҫнине туйса ун ҫине Таранов пӗрре тӗлӗнсе, тепре хӗрхенсе пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Заводра вӑл — хӑйӗн тӗрӗс ҫулне тупрӗ, юлташӗсем шӳтлесе кӑларнӑ ята та, актёр ятне, паян чӑннипех те тивӗҫе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

«Тӑхта, — терӗ вӑл, хӑйне хӑй чарса, — кунта, лайӑхрах шутласа пӑхсан, нимӗн те шӳтлесе пымалли ҫук вӗт.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

— Ак ӗнтӗ эсир хӗрарӑм-композитора та куртӑр, — шӳтлесе каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ шӳтлесе ирттерсе ятӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Пирӗн ӗнесен чӑн-чӑн демократи халь!» — шӳтлесе илчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Куна Сюльдяшов шӳтлесе каламасть.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ачакассисемпе ытти ҫарҫыннисем васкамарӗҫ-ха, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса, шӳтлесе, Ахпӑлатпа пуп епле шалча ҫинче тӗртленнине пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ шӳтлесе ҫеҫ калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— О-о-о, килӗшетӗп, килӗшетӗп! — парӑннӑн шӳтлесе аллисене ҫӗклерӗ Пӑкачав.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Туссем» патӗнче мӗнле «хӑналантӑн»? — теҫҫӗ шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Эпӗ шӳтлесе мар, мана чӑнах авланма вӑхӑт ӗнтӗ, анчах хӗр тупаймастӑп, тӗрӗсрех каласан, лайӑххине тупаймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

— Мӗн, арҫынӗ питех те килӗшрӗ-им? — йӑлттин тинкерсе, Ленӑпа те шӳтлесе, те ӑна йӗплесе илчӗ кунта ӗҫлекен хӗрарӑмсенчен пӗри, ҫивӗч хура куҫли, пиҫмен пашалу пек тачка туталли, пӳрнисене «хӗрлӗ тюльпан» — маникюр туни, самӑртнӑ сысна пек тапчамми (тӑхӑр уйӑхпа ҫӳрекенскер пулчӗ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Яланах шӳтлесе калаҫма юратакан Тимоша сӑнӗ те, Миколӑнни евӗрех, Симӑна курсан салхуланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Ӑҫталла ҫул тытӑпӑр, ман пике-патшаҫӑм? — шӳтлесе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эрне пурӑнма та хирӗҫ мар, — мастер пекех шӳтлесе илчӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗррехинче ҫамрӑк хӗрарӑм, шӳтлесе пек, упӑшкине сӑмахпа тӗртсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Сире курманни нумай пулать, кун пекех пытанса пурӑнсан, сирӗн ятӑрсене те манса кайӑн, — шӳтлесе илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех