Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑши сăмах пирĕн базăра пур.
шӑши (тĕпĕ: шӑши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мунчапа кӗлет хушшинче йӑпӑр-йӑпӑр чупса иртнӗ шӑши йӗрӗ ытарма ҫук тӗрӗ пек курӑнса выртать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса явать те вӗҫӗнчи хӑйӑвӗсене («шӑши хӳрине») пиҫиххирен ҫыхса хурать.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Поэт калашле, чӑнах та: Ҫав пурлӑха кӗве ҫимест, Шӑши касмасть, хыпмасть вут-ҫулӑм.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ав, старикпе карчӑк, вӗсен мӑнукӗ, йытӑ, шӑши.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

«Йытӑ шӑши иртсе кайнине те сисет, хам та ӗҫсӗр лармӑп. Хунар ҫутипе ҫӑпата тӑвас», — шутларӗ вӑл, яшка юлашкине йыттине ҫитерсе.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Мӗнле ҫавӑн чул пыла пӗрре ларса ҫисе ямалла», — тӗлӗнсе пӑхрӗҫ Кулюккан шӑтӑкран тухнӑ шӑши пек выляса тӑракан хӑмӑр куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ тӗп пулни ҫитмерӗ ӑна, хӑй те, шӑши кушака ҫыртнӑ пек, Михха ҫине тапӑнчӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй вара пирӗн ҫине кушак тытма хатӗрленнӗ шӑши пек пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ӗнсе ҫине пусарарах лартнӑ шӑши тӗслӗ шлепки тулли пит-куҫлӑ та сарлака хул-ҫурӑмлӑ хуҫине пӗчӗклетсе кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑши алҫырӑвне тиркенӗ Ҫырсассӑн «Шӑнкӑрав» роман.

Куҫарса пулӑш

Шӑшипе роман // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

— Ма йӗретӗн, Шӑши тус?

Куҫарса пулӑш

Шӑши хуйхи // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 59 с.

Эс унсӑрӑн — чее Шӑши хурри.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Ярать те урайне… самант сиксе ӳкет, Шӑши каллех ун ҫӑварне лекет.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Шӑши вӑл тытрӗ пӗрреччен пӳртре.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Тӗттӗмлӗх шыв юххи пек хупӑрласа илчӗ ӑна, пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, майсӑррӑн шӑши каяшӗ шӑршиллӗ тапчан ҫине ӳкрӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тертлене-тертлене шӑтӑк уҫрӗ, тусан, кӑвакарнӑ утӑ, шӑши шӑршипе чӑххӑмлатса шала, упа пек, кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳлӗме шӑши пек сассӑр кӗчӗ, хунарӑн сикекен вутлӑ чӗлхине чакарчӗ те типӗ улӑм хурса хатӗрленӗ вырӑн ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫтаппан вара, ҫавра куҫлӑскер, куҫне тата чарса пӑрахнӑ та шӑши тытма тухнӑ тӑмана пек — час кама та пулин ҫӑтса ярасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах Завьяловӑн шӑши ҫине лӑпкӑн пӑхма пултарайман кушак туйӑмӗ ҫирӗпленнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн куҫӗсем коптилкӑсен, карбиднӑй лампӑсен, шӑши куҫӗ пек мӗлтлетекен хунарсен ҫутине те, ҫутӑлакан пульӑсен фейерверкӗсене те хӑнӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех