Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫенӗк сӗмне мачча-пӗрене хушӑкӗсем витӗр кӗнӗ хӗвел пайӑркисем — ылтӑн пир каркӑҫсем пек хутлӑн-хутлӑн катса каяҫҫӗ, пӗчӗк шӑтӑксенчен те ҫенӗке ылтӑн туясем тӑрӑнтара-тӑрӑнтара хунӑ тейӗн.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫак вӑхӑтра ҫӗр айӗнчен, темле курӑнман шӑтӑксенчен кӗтӗвӗпех шуйттансем сиксе тухрӗҫ те, сӗрлешсе, тум-хаяррӑн ахӑрса-шӑхӑрса, траки-мраки тукаласа, ҫут хуҫкаласа, сиккелесе, Полинӑпа Ула Тимӗр хыҫҫӑн пычӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак шӑтӑксенчен пӗчӗк чӗпӗсем пуҫӗсене кӑлараҫҫӗ те умӗнче ларакан апата ҫиеҫҫӗ.
II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӑва ҫинчи шӑтӑксенчен хӑйсен ӑнман пурнӑҫӗшӗн тарӑхнӑ вилесем тухаҫҫӗ тет иккен те, шур кӗписемпе лапӑстатса, пӗлӗтсене йӑлт хӑратса яраҫҫӗ.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хура ҫурма маскӑри шӗврешкен каснӑ шӑтӑксенчен куҫӗсем чӗмсӗррӗн те пӗлтерӗшлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫурма уҫӑ ҫӑварӗ вӑтанчӑклӑн кулать, — ҫак сӑнарта ытарлӑ вӑрттӑнлӑхӑн чее пӗлтерӗшӗ пытаннӑ.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Юлашки апат-ҫимӗҫе эпӗ хам ҫӗр каҫма шутланӑ утрав ҫыранӗнчи чуллӑ сӑртсенчи, шӑтӑксенчен пӗрине тӗплӗ пытартӑм.Все оставшееся я бережно спрятал в одной из пещер в прибрежных скалах, где решил провести ночь.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӑйсен аркебузисене вӗсем шӑтӑксенчен урамалла кӑларнӑ.
Павий патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
— Чӳречесене картлӑр, чӳрече хупписем хушшинчи шӑтӑксенчен ҫутӑ ан курӑнтӑр.— Занавесьте окна, чтобы не видно было свет сквозь щели ставен.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Шӑмӑллӑ пичӗ ҫинчи тӗттӗм шӑтӑксенчен хура куҫӗсем хӑратмалла, ҫирӗппӗн ялкӑшса тӑчӗҫ.Угрожающе и властно блестел из темных ям костлявого лица пронизывающий взгляд черных глаз.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Шӑтӑксенчен ӑшӑ персе тӑрать.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пиҫиххи варрипе пыракан чӑпар йӑрӑм валли икӗ турпас кирлӗ, кӑвак ҫиппине турпассен аялти шӑтӑкӗсенчен, шуррисене ҫӳлти шӑтӑксенчен витӗрмелле.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Турпассене вӑл шӑтӑксенчен тухакан ҫипписем пӗр-пӗрин ҫине хире-хирӗҫ выртмалла мӑшӑрласа хурать.Складывает дощечки так, чтобы нитки оказались лицом друг к другу.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тепӗр ҫиппин икӗ вӗҫне ҫӳлти шӑтӑксенчен витӗрет.Берет вторую пару концов ниток и в таком же порядке пробирает в верхние отверстия дощечки.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Шутлар-ха: малтан мӗнле шӑтӑксенчен тытӑнмалла?Давай подумаем: за какие же дыры следует приняться в первую очередь?
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫав шӑтӑксенчен кантрасем ҫыхрӗ, вара ывӑтмалли хатӗр пулса та тӑчӗ.С помощью этих дырок привязал веревки, вот металка и готова.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ку пӳлӗме те мрамортан тунӑ, унӑн урайӗнче шӑтӑксем пур, ҫав шӑтӑксенчен тухакан пӑс сывлӑша вӗрилентерсе тӑрать.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шыв тусанӗ, вырӑнтан вырӑна куҫаракан пӑрӑхсен айккинчи шӑтӑксенчен тапса сирпӗнекенскер, асамат кӗперӗпе ҫиҫсе вылякан кӑтра ҫерем ҫийӗн вылять.
Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӑхмалли шӑтӑксенчен пӗринчен ҫӗр ҫинчен илсе килнӗ ҫурма чӗрӗ шӑшие тула кӑларчӗҫ.Сквозь отверстие одного из глазков высунули наружу полуживую мышь, привезённую с земли.
Анса ларӑм // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось ӑна ҫӗкленме, ҫӳлти шӑтӑксенчен сӑнама хушрӗ.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Шӑтӑксенчен пӗринчен хӗвелӗн куҫа шартаракан пайӑрки тӳп-тӳррӗн кӗрет.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.