Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ окопри «каюра шӑтӑкне» кӗрсе выртни вилӗмрен хӑтарчӗ: пӗри шӑп окопа лекрӗ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Ҫав тухатмӑш карчӑк вилтӑприне алтса, ун шӑтӑкне 40 витре шыв яма турӗҫ.
Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Мӗнпур тарӑхни-кулянни, хуйхи-суйхи, киленӗҫ, савӑнӑҫ пылакӗпе йӑшса-йӑвашланса, самантрах тем мурӗ шӑтӑкне ҫӑтӑнать.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Пациент хӗрлӗ-кӑвак ҫӗвеллӗ, шӑйӑрӑлчӑклӑ питне нушаллӑн, шӑлне ҫыртса пӗркелесе илчӗ те, сӑмса шӑтӑкне сарса пӑрахса, сулахай аллипе пилӗкне ярса тытрӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хӑш вӑхӑтра эпӗ силос шӑтӑкне анса ӳкнине хам та ас тумастӑп.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ифӑри ӑстасем сывлӑш хӑмпипе шӑрҫа шӑтӑкне тума май паракан технологипе те усӑ курнӑ.
Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html
— Пурте ӗҫе кайрӗҫ, кӗҫех ак тӗрӗслеҫҫӗ, вӑл ав, каюра пекех, таҫта ҫӗр шӑтӑкне кӗрсе ҫухалнӑ.— Все пошли на работу, сейчас начнется перекличка, а он куда-то закопался, как крот!
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ун пыр шӑтӑкне пӑта, юман, шерте, хӑма, шифер, чус, кирпӗч, кантӑк, олиф, тимӗр тата темтепӗр анса каять.
Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.
Кӑваккине-симӗссине, тутлине-йӳҫҫине стакан хыҫҫӑн стакан пыр шӑтӑкне тӳнтерсен, куҫсем симӗсӗн-кӑвакӑн кура пуҫларӗҫ.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Мана, ватта, ан пӑхса тӑрӑр, кайӑр урама, уҫӑлса ҫӳрӗр, — терӗ старик, чӗлӗм кӗлне ҫӳп шӑтӑкне шаккаса тӑкса.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хамӑр ҫуралнӑ ҫӗре-шыва, ӗҫчен те сӑпайлӑ халӑхӑмӑра, унӑн пултарулӑхне юратман, шанман пулсан, эпӗ Чӗмпӗртен ҫакӑнта «тӗттӗм упа шӑтӑкне» килсе кӗмен те пулӑттӑм.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫакӑнти упа шӑтӑкне вӑл Мускав патӗнчен килсе лекнӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Эсӗ ху тата ӑҫта ҫӑва шӑтӑкне кайса кӗтӗн?
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ҫиелти пӗр шӑтӑкне пӳрнепе пуссан, сасси улшӑнать, тепӗрне те пуссан нӑйкӑшать, пӳрнӳсене харӑс илетӗн те сасӑ янках уҫӑлса кайса вӑйланать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Ана таҫта, виле шӑтӑкне аннӑнах туйӑнчӗ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сахар пытарнӑ мул шӑтӑкне питӗрмесӗрех картишне тухрӗ, йытти умне ҫимеллисем пӑрахса пачӗ, пуҫӗнчен лӑпкаса илчӗ, унтан пахча алӑкне уҫса, ӑна тул енчен тӗкӗлесе хучӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Таҫти мур шӑтӑкне вӗҫтернӗ-ха? — тӗлӗнсе, иккӗленсе илчӗ Иван.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑть Ҫӗпӗре, хӑть мур шӑтӑкне!
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑть Ҫӗпӗре, хӑть шуйттан шӑтӑкне кайса ҫухалӑр.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ашшӗ вара паш та паш сывласа, милӗксене ташлаттарса ҫапӑнатчӗ-ҫапӑнатчӗ те шартлама сивӗ ҫанталӑкрах вак шӑтӑкне кӗрсе ларатчӗ е юр ҫинче выртса йӑваланатчӗ.
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.