Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑкне (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан пуҫне каҫӑртса пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чакалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Чӳрече патӗнче пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чакаласа тӑракан Денис хут таткине илсе вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӳкерчӗке каллех ҫурса ҫӳп-ҫап шӑтӑкне пӑрахнӑ хыҫҫӑн хваттерне кӗрет те арӑмӗнчен хуллен кӑна ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

— Кварталта е уйӑхра миҫе тенкӗлӗх ӗҫ тунине кӑтартасси, ку тӗлӗшпе кам кайрине, кам малтине палӑртасси вара — ҫӑмӑл ӗҫ, хӑнӑхнӑ ӗҫ, — Серебряков юпа шӑтӑкне юхтаракан раствора пӑтраткаланӑ май хушса хучӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ар хыҫҫӑн арлан шӑтӑкне кӗнӗ, тени те ват ҫынсен сӑмахӗсемех…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл урӑх ним калама та ӗлкӗреймерӗ — хура ҫӗр шӑтӑкне чул пек чӑмрӗ…

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Анчах эсир каллех пирӗн яла, хайхи упа шӑтӑкне, куҫса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев хуларан килнӗ юлташӗн сӑмахне сӗтел хушшинче тӑп ларса канлӗн тӑнлама тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ, ура ҫине тӑнӑскер, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ кумрӗ, хӗрлӗ кӗреҫе сухалне хӑйпӑтса илеслех кӑрт та карт турткаларӗ, типсе ларнӑ пыр шӑтӑкне йӗпетмелӗх тенӗ пек пӑртак сӑмакун сыпса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр мӑкла ӗни Ярабаев хуйхи-суйхине ӑнланнӑ тейӗн — силос шӑтӑкне сикнӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн пек тума сӑлтавӗ пулнӑ темелле: шывлӑ-пӑрлӑ силос шӑтӑкне ӑнсӑртран лексе ҫуркунне пӗр ӗне вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗрӗпсем вара чӑнах та панулмие ҫурӑм ҫинче хурса шӑтӑкне сӗтреҫҫӗ-и хӗлле валли?

А вот ежи правда на спине носят яблоки в нору, чтобы запасти их на зиму?

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Корпуслӑ детальсен шӑтӑкне ырапа аслӑлатнӑ чухне ҫав детале планшайба ҫумне ҫирӗплетсе лартма установӑчнӑй угольникпе усӑ курма сӗнчӗ — йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ун пеккисем ӑҫта ҫуралнӑ, ҫавӑнтах — упа шӑтӑкне аса илтерекен ялтах — ҫӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хамӑн ирӗкпех кӗтӗм, — мӑрье шӑтӑкне питӗрсе пукан ҫине ларчӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӗсен шӑтӑкне йӑлтах юр витсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӑнласах та, тахҫан ҫын пурӑннӑ яла мар, вилӗм шӑтӑкне пырса кӗнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав сӗм вӑрман варринче чавнӑ вилӗм шӑтӑкне йывӑҫ ҫапса укернӗ чӑваша мар, этем телейне пытарнӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйпе пӗрле пӗрех вӑл нимӗн япалине те вилӗ шӑтӑкне илсе кӗрес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ылттӑн ҫӗрпе хӗресе Кару юпи шӑтӑкне Хунӑ чиксе питӗрсе Майра патша асӑмне.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпир хамӑр «каюра шӑтӑкне» кӗрсе лартӑмӑр та тӑраниччен култӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех