Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхинче, темшӗн, вӑл пуҫне уснӑ, никампа сӑмахламасӑр, никама тимлемесӗр тенӗн шӑпӑрт тӑрать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла калаҫни виҫҫӗшне те чунӗсене пусарчӗ, пӗр хушӑ пурте шӑпӑрт ларчӗҫ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Машук патӗнчи туссем кӑна шӑпӑрт пурӑнччӑрччӗ…»
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах, Минӑпа тусӗсем пырса кӗрсен, урӑлчӗҫ тейӗн — шӑпӑрт пулчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурте шӑпӑрт пулчӗҫ, нихӑшӗ те мӑшӑлт тумарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс, мӑтри, шӑпӑрт пул!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗрарӑм эс, шӑпӑрт пул! — сӗтеле ҫапса кӑшкӑрчӗ Шамшутдин.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗр хушӑ пурте шӑпӑрт ларчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тин кӑна хӗвӗшекен ачасем шӑпӑрт пулчӗҫ, пӗр самант хытса тӑчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Каялла таврӑннӑ чухне мӗн разъезда ҫитичченех вӗсем вакунра шӑпӑрт пычӗҫ, унтан пирвай вӑрман хӗррипе, кайран уйпа килелле утнӑ чух та, куҫ ҫӗрлехи тӗттӗме кӑшт хӑнӑхиччен ытахальтен пӗр-ик сӑмах перкелешсе илнине шутламасан, пач пуплешмерӗҫ, ӗнерхи ҫумӑр хыҫҫӑн урапасем иртсе кӑтрашкалантарнӑ хытӑ ҫулпа тӑнкки-танкки пускаласа пычӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шӑпӑрт иртсе кайччӑрччӗ уш.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Судья юлашки сӑмах калама хушсан та ҫӑварне шыв сыпнӑ пек шӑпӑрт тӑчӗ.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Ахальтен-им хӑнара ялан савӑк та шавлӑ Тоня паян сӗтел хушшинче шӑпӑрт ларать.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Куҫӗсем халиччен амӑш ҫумӗнче шӑпӑрт тӑракан арҫын ача ҫине куҫрӗҫ.Глаза перешли на мальчика, который до сих пор молчал рядом с матерью.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ӗҫлесен укҫи татах пулӗ, урӑх килсе анчах ан ҫӳретӗр кунта, — Гришӑна тӗпелтен йӑтса тухрӗ халиччен шӑпӑрт тӑнӑ Марук аппа.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Банка кредит илме пырсан унта ӗҫлекен: «Сирӗн пата кредит илме ыйтса никам та шӑнкӑравламан-и?» — тесен те ватӑ хӗрарӑм сисчевленмен, партизан пек шӑпӑрт ларнӑ, «Ҫук», — тесе туннӑ.
Ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30583.html
Ленин ҫавӑнтах сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ, анчах таҫтан, кӳлӗ енчен, юрланӑ тата гитара тӗнкӗлтетнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ те, шӑпӑрт пулчӗ.
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӗсем пӗр минута яхӑн шӑпӑрт пычӗҫ, унтан Свердлов пуҫланӑ сӑмаха пӑртак улшӑннӑ сасӑпа каласа пӗтерчӗ:На минуту воцарилось молчание, потом Свердлов закончил несколько изменившимся голосом:
11 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӗр вӑхӑт шӑпӑрт пычӗҫ.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чӑн та, Ленин хӑйне ҫийӗнчех алла илчӗ; хӑй шӑпӑрт ларнине, ыттисем те сӑмах чӗнменнине хӑвӑрт асӑрхаса, ҫавӑнтах событисем пирки калаҫма, революцие урӑх майлӑ пӑрса яма пултаракан майсем ҫинчен сасӑпа шухӑшлама, эсерсемпе меньшевиксен деятелӗсем малашлӑха курманнинчен тӑрӑхлама, вӑрттӑн ӗҫлеме кансӗрри ҫинчен шӳтлеме пуҫларӗ т. ыт. те.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.