Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем шӑппӑн Ванюш, Ваҫиле тата Наҫтук хыҫҫӑн йӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйӑ пуҫлансанах Ваҫиле, Наҫтук тата Ванюш шӑппӑн кӑна тапранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑппӑн канашлаҫҫӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тул ҫутӑласпа салтак арӑмӗ ун-кун пӑхкаласа, шӑппӑн, ывӑлӗсене вӑратас мар тесе, килӗнчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сухаллӑ ҫулпуҫ ертсе пыракан йӑрӑм-ярӑм халатсем тӑхӑннӑ туркменсен ушкӑнӗ, пиҫиххийӗсенчен кӗске хӗҫ ҫакса янӑскерсем, шӑппӑн ҫеҫ, хурахла, Подоприхин тӑракан взвод ҫӗр каҫакан сарая кӗрсе кайрӗ те тем вӑхӑтран каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем шӑппӑн куҫӗсене шӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ара, лешӗ яланах шӑппӑн ҫӳрет-ҫке, йӗрлесе тупас, чӗнейми тӑвас, «халӑх тӑшманне» тытас шухӑшпа.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майӗпен хурлӑхлӑ сасӑсем тамалчӗҫ, урамсемпе ҫуртсем шӑпланчӗҫ, йӗре-йӗре шыҫӑнса кайнӑ хӗрарӑмсем, мӗлке пек, шӑппӑн сулланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр-пӗр кил умӗнче, пӗренесем ҫине ларса калаҫнинчен ытларах шӑппӑн ларчӗҫ, ассӑн сывларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан хӑйӗн кумӗпе Улатимӗрпе шӑппӑн калаҫса килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗсене вӑратас мар тесе вырӑн ҫинче шӑппӑн калаҫса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ шӑппӑн ун пӗр аякӗ ҫумне йӑпшӑнса пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варта шӑппӑн систернӗ юрату халӗ хыттӑн янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иккӗш те шӑппӑн, анчах харӑссӑн сывларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ваню-ю-юш, — шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, ҫуллахи ҫилтен те лӑпрах, тутине кӑшт та хускатмасӑр тенӗ пек чӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗҫертсе илсен пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те шӑппӑн та чеен пӑхса ларакан йыттине хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ун сӑмахӗсене итлесе амӑшӗ шӑппӑн макӑрать, аппӑшӗсем те ассӑн сывлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Нивушлӗ ҫак пӗчӗк ҫӑлтан тухрӗ вара ку тӑвӑллӑ ҫумӑр. — шӑппӑн, темрен хӑраса калать Хӗветӗр Хилипччӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каҫхи шӑплӑхра шӑппӑн каласан та илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпӗ курӑк мар-ҫке, — шӑппӑн хуравларӗ чечек.

— Я не трава, — обиженно заметил цветок.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех