Шырав
Шырав ĕçĕ:
Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шӑварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пӑхать.
Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717
Шӑварать, кӑпкалатать, кашни ҫумкурӑкне, пуҫне кӑларсанах, татса ывӑтать…
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Хырать ӗнтӗ, тислӗкне те хырать, курӑк та ҫулать, ҫӑлтан витре хыҫҫӑн витре шыв кӑларса, лашасене те шӑварать Тимуш.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хӗвел аннӑ чух ӑна шыв мӗншӗн кирлине тахҫанах пӗлетӗп: улмуҫҫи шӑварать.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вӑл шӑварать шывӗпе, Юха-юха хӗррипе, Айлӑм аслӑ улӑха — Чӑвашсемшӗн ырлӑха: Вӑхӑтӗнче ҫулӑр, тет.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Шӑрӑх хӗвел тӳпере Шӑратнӑҫем шӑратать, Йӗршшӳ ҫинче хӳтӗре Кӗтӳҫ кӗтӳ шӑварать.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тыр-пула сывлӑм мар, хресчен тарӗ шӑварать, тетчӗ атте.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Кӗмӗл мерчен тухьяпа Сарӑ хӗрӗ шыв ӑсать, Сарӑ каччӑ калаҫса Хӑй лашине шӑварать.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Кӗте-кӗтех шӑварать Урхамах пек лашине.
Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ҫав-ҫав тарасаран миҫе кил шыв ӑсать, выльӑх шӑварать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ахтупай ӑна-кӑна тавҫӑрмасть-ха, вӑл пахчара ҫӗрӗн-кунӗн юпах тихапа йӑпанать: ҫӑвать вӑл янавара, шӑварать, ҫӳретсе пӑхать, карта урлӑ сикме вӗрентет.
10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ман еннелле ыткӑнчӗ, мана савӑнӑҫ-хӑпартлану куҫҫулӗпе шӑварать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чаплӑ кун сӑрт-тӑва хӗвелӗн чӗрӗ шыв сиккипе шӑварать, хӗвел шевлисем чӑтлӑх вӑрманӑн тӑвӑр уҫлӑхӗсенче ылтӑн пӑнчӑсенче, ҫиҫкӗнчӗк ҫулҫӑсенче, чике пайӑркасенче ӑнтӑлуллӑн куҫа-куҫа ирӗлеҫҫӗ; ут чӗрни айӗнчен курӑка сывлӑмпа пӗрӗхтере-пӗрӗхтере чечексем чӗтренсе юлаҫҫӗ, ансӑр сукмаксен арпашӑнчӑк тымарӗсем вара пур еннелле те тӑсӑлаҫҫӗ, ҫеҫкеленсе капӑрланнӑ кашкӑр ҫырли, акаци тата шӗшкӗлӗх ӑшнелле кӗрсе сапаланаҫҫӗ.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Мутас мухтанма пикенчӗ, лешӗ ӑна шӑварать, Мутаса укҫа та пачӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫумӑр пире, эпир кӗл чечек мар пулин те, пахчаҫӑран вӑйлӑрах шӑварать, урасем атӑсенче шӑмпӑртатаҫҫӗ, шӑнса кӳтрӗҫ, юлашкинчен туймиех пултӑм вӗсене.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Сӗтел патне йӑтса пыракан селедка салатне куҫҫулӗпе шӑварать вӑл.Пока она несла селёдочный салат, она успела облить его слезами.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл витре йӑтнӑччӗ, лашине шӑварать иккен.
Эпир лашасене шӑварни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Чӗрӗ ҫутҫанталӑк тенӗ кӗтесри чечексене шӑварать.
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Маруся шыв патне чупса кайса килет те чӗрӗ ҫутҫанталӑк текен кӗтесре чӳлмексем ӑшӗнче ӳсекен ешӗл ҫулҫӑллӑ ӳсентӑрансене шӑварать.Маруся бежит за водой и поливает горшки с зелёными растениями в уголке живой природы.
Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Тӳпере пирвайхи ҫӑлтӑрсем ҫиҫетчӗҫ, вӑл тулли витре йӑтнӑ та: «Ясек лаша шӑварать — Кася шыв ӑсма анать» — тесе юрласа пырать; хӑйне питӗ кичем; инҫетри ҫӗршыва вӗҫсе каяс умӗн салхуллӑн юрласа ларакан чӗкеҫ ҫапла хуйхӑрать пулӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
- 1
- 2