Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер, винтовкине, пульлисене шыва пӑрахса путарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе янипе, ҫула картласа хунипе лешсем ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа кӗпер пуҫӗнчен тӳрех шыва чӑмрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Нумайччен чупнипе чӑм шыва ӳкнӗ пулмалла, хӑйсенчен шап-шур кӑпӑк ик еннелле мамӑк пек вӗҫсе юлать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сатур вӑлтине ӑман тирсе кӗпер ҫинченех шыва ячӗ, вӑлта аврине кӗпер карлӑкӗнчен ҫаклатса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Кӗперӗн икӗ енӗпе те тарӑн вырӑн чылаях, унта шыва кӗме те пулать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Элшел чӑвашӗ кӗмӗл шыва аттисене хывса кӗчӗ, хӑй тахҫан асне савӑл пек кӗрсе юлнӑ юрра аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ӑшӑх вырӑнне шырамалла та мар иккен: пушчӑсем, е элшелсемех-и, Сӗве хӗрринелле сукмак хывнӑ, ним иккӗленмесӗрех ҫав сукмакпа ҫыранран анса шыва кӗретӗн.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Анчах та Ешӗлпи хӑй ҫуратса ӳстернӗ ачисенчен те ҫамрӑкрах пек, шыва кайнӑ чухне мӗнле пулнӑ — ҫаплиех, хӑть паянах качча пар.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Чи малтанах вӑл Шывхуҫин шыв айӗнчи керменӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ, хӑйӗн ҫичӗ аппӑшӗ ҫинчен каласа панӑ, ҫӗр ҫинчен шыва лекнӗ амӑшӗн шӑпипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӗре ирӗксӗр качча парассине те пӗве хӗррине шыва кӗме аннӑ хӗр упраҫсем калаҫнинчен пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Паҫӑр кӑна тӳсме ҫук хаваслӑхпа шыва кӗрекен пуянсен ачисене те хӗрхенсе тӑмасть: ҫӑтать те ҫӑтать, тӑраннине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хӗвел пайӑркисем шыва ӳксе ирӗлнӗнех туйӑнать Менттие.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Лӑпкӑ шыва пулӑҫ киммисем те хускатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Туритсене илӗртекен Мариборӑн паллӑ вырӑнӗсенчен тӗп вырӑна Шыва кӗртекен Иоанн готикӑлла Соборӗ (XII ӗмӗр), Чӗрӗлӳ самани стилӗпе туса лартнӑ муниципалитет ҫурчӗ тата XV ӗмӗрте хӑпартнӑ Марибор замокӗ йышӑнаҫҫӗ.

Главными туристическими достопримечательностями Марибора являются готический Собор Иоанна Крестителя (XII век), здание муниципалитета, построенного в стиле эпохи Возрождения и Мариборский замок XV века.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Ҫӗре те, шыва та сурма хушман.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Чӑн та, — ярса илет ку шухӑша Антон. — эпӗ вӗсене Шупашкарта шыраса тупӑп та ҫак сиплӗ шыва ӗҫтерӗп.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл тӗпсӗр кӳлӗре шыва кӗрет пек.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав ӗмӗтпе пурӑнакан ачасем ял ваттисемпе шкул учителӗсем пулӑшнипе тӑван ҫӗр вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслӑ, юратуллӑ, ҫӗрпе шыва, ӳсентӑрансене, чӗрчунсене кӳрентермесӗр пурӑнма вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырмари ҫӑтмах // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак сӑмахсемпе ват ҫын, мӑчавӑр темелле-и ӗнтӗ ӑна халӗ, ҫӑла ӳпӗнсе пӗр сыпкӑн шыв ӗҫрӗ, унтан таса та ҫап-ҫут шыва канистрӑпах ӑсса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗҫ туса ҫитерсен те, уявра та ҫав шыва ӗҫсе сӑмах калас, унпа хӑналаннине чи пысӑк чыс теес.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех