Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутпа (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман шутпа, шутсӑр кӑткӑс пурнӑҫ ҫапла аталанса ҫитнӗ тапхӑрта арҫынсем таҫта хӑйсен арҫынлӑхне ҫухатнӑ пулас, хӗрарӑмсем те, ман шутпа, хӗрарӑмлӑха тупас енӗпе малаллах каяйман.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗслӗхрен, хӑй мӗнле ҫуралнине, пирӗн шутпа, нимӗнле гени те астумасть.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ман шутпа, кунта, интернатра мар, урӑх ҫӗрте тапратмалла сӑмаха, сӳтмеллине сӳтмелле лайӑх кӑна, явмаллине явмалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кун пирки, ман шутпа, калаҫмаллах, сӳтсе явмалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Александрович, ман шутпа, ырӑ шутлӑ ҫынна интернат кухнине ҫеҫ мар, патшалӑх банкне те кӗртме юрать, таса мар кӑмӑллӑ ҫынна — тӑван кил ҫенӗкне кӗртме те ҫылӑх.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫӗр ҫинче икшер ӗмӗр, икшер хутчен пурӑнмалла тунӑ пулсанах, ман шутпа, этемлӗх ҫак шая аталанса ҫитмен пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сӑввисене Усланторов ниҫта та сӗнмен-ха пичетлеттерес шутпа.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

А вӑл выляс шутпа та пыман иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ман шутпа, халӑх тумне тупса палӑртни, кӗнекене кӗртни питӗ вырӑнлӑ та пархатарлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Ылтӑн сире те чӑрмантармасть» — терӗм эпӗ, княҫӑн шухӑш-кӑмӑлне пӗлес шутпа.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

— Ман шутпа, вилме хатӗрленнӗ ҫынсем валли юриех тӗлӗнмелле илемлӗ музыка ҫырмалла…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сирӗн шутпа мӗнле пек?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кино курас шутпа мар, — паянхи кун унта ниепле те пӑчӑхса ларас килес ҫук, — ахаль ҫеҫ чарӑнса тӑчӗҫ, ҫӗнӗ афишӑсемпе паллашма.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Пӗлместӗп, анчах, ман шутпа, нимӗнле юрату та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Сан шутпа, Валентина, уксах-чӑлах юратма пултараймасть пек туйӑнать-и?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ман шутпа хӗрӗ аван кӑмӑллӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫапла, пирӗн шутпа, «Тилли юррисен» ярӑмне ҫӗнӗ юрӑсем кӗртсе анлӑлатмалла, сармалла пек туйӑнать, вара унӑн шухӑшӗ тарӑнланӗ, пахалӑхӗ тата та ҫӗкленӗ, ӳсӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

…Пирӗн шутпа, «Тилли юррисен», ӑна поэма тесе шутлас пулсан, пӗр ҫитменлӗх палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫынсемшӗн темле те, пирӗн шутпа, ку йӗркесене тӗп-тӗрӗс ӑнланса илме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Паллах, «ни… ни… ни» тенисем, чӑвашсен калаҫу чӗлхинче пур пулин те, пирӗн шутпа, Тиллишӗн характерлӑ пулма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех