Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланисӗр (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ара, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ, пултарусӑр ҫынсем вӗсем, хӑйсен несӗл чапӗ ҫинчен шутланисӗр пуҫне ним тума та пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах шел, Константин хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫын тесе шутланисӗр пуҫне, ҫавна чунӗпе туйса тӑнисӗр пуҫне, Ксенин ҫакна ҫирӗплетсе пама нимӗн те ҫук.

Но, к сожалению, кроме интуитивного недоверия и убеждения, что Константин низкий корыстолюбец, у нее никаких доказательств не было.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пушмак пӑрусен сӗтне ытти ӗнесем ҫине шутланисӗр пуҫне, тата мӗн чухлӗ сӗт ӳстерсе ҫыртӑр, сысна ҫурисем валли тесе мӗн чухлӗ сӗт пӗтернӗ — куна пӗр Шалымов ҫеҫ пӗлет, анчах ӗмӗрне те каламасть!

— Окромя ведь того, что вы с первотелок молоко на других коров зачисляли, сколько молока вы на бумаге надоили, сколько на телят да на поросят списали — один Шалымов знает, да сроду не скажет!..

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтанах вӑл, суран ыратни ҫинчен хытах шутлас мар тесе, утӑмӗсене суса пыратчӗ, анчах пилӗкҫӗр утӑм кайсан, хисеп шутне пӑтраштарса ячӗ те туртса, ҫунса ыратакан суран ҫинчен шутланисӗр пуҫне, урӑх ним ҫинчен те шутлаймарӗ.

Он пытался переключить свое внимание на подсчет, чтобы ослабить боль, но, пройдя пятьсот шагов, начал путать, врать и уже не мог думать ни о чем другом, кроме жгучей, дергающей боли.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех