Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлакана (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Хӑйне хӑй ӑслӑ тесе шутлакана курнӑ-и эсӗ? Ӑна шаниччен ӑссӑра шанни вырӑнлӑрах.

12. Видал ли ты человека, мудрого в глазах его? На глупого больше надежды, нежели на него.

Ытар 26 // .

Турӑсенӗн Патши, пӗтӗм пуҫлӑхсенӗн Хуҫи! ҫав арӑслан умӗнче калаҫма ман чӗлхем-ҫӑварӑма ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмах парсамччӗ, унӑн чӗрине пире пӗтерме шутлакана курайми тусамччӗ, ҫав элекҫӗпе ун майлисем хӑйсем пӗтчӗр; пире Хӑвӑн аллупа ҫӑлса хӑварсамччӗ, мана та, пӗчченскере, пулӑшсамччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сансӑр пуҫне пулӑшаканӑм ҫук манӑн!

Царь богов и Владыка всякого начальства! даруй устам моим слово благоприятное пред этим львом и исполни сердце его ненавистью к преследующему нас, на погибель ему и единомышленникам его; нас же избавь рукою Твоею и помоги мне, одинокой и не имеющей помощника, кроме Тебя, Господи.

Эсф 4 // .

Вӑл ман чунӑма пӗтӗм инкекрен хӑтарчӗ! тенӗ; 10. эпӗ ӗнтӗ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчӗҫ» тесе хыпарлакана, хӑйне савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ тесе шутлакана, парне парас вырӑнне Секелагра тытса вӗлерттертӗм пулсассӑн, 11. халӗ сире — айӑпсӑр ҫынна хӑйӗн килӗнче, хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӗлернӗ юрӑхсӑр ҫынсене — хӑвӑр юхтарнӑ юншӑн шыраса илмӗп-и вара, сире ҫӗр ҫинчен тӗп тумӑп-и? тенӗ.

избавивший душу мою от всякой скорби! 10. если того, кто принес мне известие, сказав: «вот, умер Саул, [и Ионафан]», и кто считал себя радостным вестником, я схватил и убил его в Секелаге, вместо того, чтобы дать ему награду, 11. то теперь, когда негодные люди убили человека невинного в его доме на постели его, неужели я не взыщу крови его от руки вашей и не истреблю вас с земли?

2 Пат 4 // .

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех