Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шута (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темӑна пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев «ҫак чикӗсене шута илсе» малалла ӗҫлеме сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ҫакна шута илсе издательство юрату хайлавӗсен тепӗр кӗнекине кӑларма йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Канашри райпо председателӗ Валентина Козлова пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккана ҫынсене кирлӗ мӗн пур таварпа туллин тивӗҫтернӗ, ялта пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ассортимента тата та пуянлатса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

Хӑйне арестлеҫҫӗ, анчах, Хӗрлӗ ҫарта пулнине шута илнипе вӑл часах киле таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Хумккана та шута илер.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем, хура маска йӑнӑшне шута илсе, хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫас вырӑнне Ҫтаппана ал айне лекмесӗр пыра-пыра чышрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плансем тӗлӗшпе тимлӗ пулӑр, кӑмӑллах мар вак-тӗвеке шута ан хурӑр.

Сосредоточитесь на планах и не обращайте внимания на мелкие неприятности.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫитес вӑхӑт валли ӗҫсен списокне хатӗрленӗ чухне ҫывӑрма вӑхӑт ҫителӗклӗ пулассине шута илмелле.

Составьте список дел на ближайшее будущее так, чтобы в нём оставалось достаточное количество часов на сон.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Питех шута хуман ҫынсен канашне итлемесӗр тӑмалла мар.

Не нужно относиться скептически к советам людей, которых вы не воспринимаете всерьёз.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫын сӗнӗвӗсене шута илмелле.

Стоит прислушиваться к советами любимого человека.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑл-туйӑм тӑкӑнма пултарӗ, ҫавӑнпа шалти сасса ан итлӗр, туссен сӗнӗвӗсене шута илӗр.

Ваши эмоции могут перехлёстывать через край, поэтому не нужно доверять интуиции, прислушайтесь к советам друзей и здравому смыслу.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавна шута илсе тата вӑл пур предметпа та чи лайӑх пӗлӳ кӑтартнине кура каччӑна, амӑшӗ йывӑр чирпе аптрама тытӑнсан, аслӑ шкултан вӗренсе тухмалли экзаменсене маларах тытма ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кашнин патне, тейӗн, хӑйне май кирлӗ ҫул тупма пӗлмелле, кашни ачан интересне шута илсе ҫавна малалла аталантарма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Шухӑшу-ӗмӗту ырӑ, анчах вуннӑмӗш класа илӗҫ-и-ха сана, каҫхи шкулта вӗреннине шута хурӗҫ-и? — иккӗленерех калаҫрӗ амӑшӗ хӗрне пӗчӗк чухнехи пек пуҫӗнчен ачашласа та ҫурӑмӗнчен лап-лап лӑпкаса.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан, паянхине шута илмесен, умра аван уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Те кӑтарту хӑмине курмасӑр, те ӑна шута илмесӗр, ятарлӑ ҫул ҫук пӑр ҫине кӗрсе кайнӑ автомашина виҫӗ пулӑҫпа тата шоферпа путнӑ хыҫҫӑн кунта виҫӗ-тӑватӑ ҫула яхӑн никам та хӑйӗн «хӑюлӑхне» кӑтартманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Улька, йывӑр ӗҫе пула виҫӗ хырӑм ӳкнине шута илмесен, тата икӗ ывӑл ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Вулакансем патне йӑнӑшлӑ хаҫат пӗр экземпляр та кайман», — тесе ҫирӗплетнине суд тӑвакансенчен нихӑшӗ те шута илесшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хура чунлисем кашни утӑмрах пулнине шута илмен…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Архипов «эпир» тенӗ сӑмахра Ирина ӑна та шута илнине ӑнланчӗ, стройкӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа хӗр хӑйне пӗрремӗш хут лайӑх та савӑнӑҫлӑ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех