Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулсен (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ шкулсен шутне ӳстерсе вӗсен ӗҫне лайӑхлатас тата пысӑк пӗлӳллӗ специалистсем хатӗрлес тӗлӗшпе пирӗн ҫӗршыв мӗн пур капитализмлӑ ҫӗршывсене, ҫав шутра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене те, хӑваласа иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет ҫӗршывӗнче аслӑ шкулсен ӗҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе те пысӑк та пархатарлӑ ӗҫсем туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Конференцие ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсен ӗҫченӗсем, аслӑ шкулсен вӗрентекенӗсем, аспиранчӗсем, магистранчӗсем, вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен тата шкулсен педагогӗсем хутшӑнӗҫ.

В конференции принимают участие сотрудники научных и научно-исследовательских организаций, преподаватели высших учебных заведений, аспиранты, магистранты, педагоги учреждений среднего профессионального образования и школ.

Михаил Скворцова халалласа конференци иртӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35069.html

Ҫӗнӗ коллектива кашни ҫулах округри шкулсен 4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухакансенчен йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх калчисем // Н.КУШМАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Шкулсен ҫумӗнче йӗркеленекен лагерьсене пурӗ 600 ача ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Вӗсене хула тулашӗнчи 16, ҫавӑн пекех шкулсен ҫумӗнче йӗркелекен лагерьсем йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

«Ялти шкулсен нихӑш енчен те хуларисенчен кая пулмалла мар – хальхи йышши оборудовани тӗлӗшӗнчен те», - тесе шутлать Алла Леонидовна.

Куҫарса пулӑш

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче Комсомольски, Елчӗк тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи шкулсен чи хастар та пултаруллӑ вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма кӑмӑл турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туркай вулавӗсем» поэзи фестивалӗ иртрӗ // Лариса Никифорова. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d1%82%d1%8 ... 97-%d0%b8/

Пӗлтӗр шкулсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетессипе, шкулсене, вӗренӳ кабинечӗсене юсассипе, пултаруллӑ ачасене тупса палӑртассипе тата аталантарассипе малалла ӗҫленине палӑртнӑ, конкретлӑ цифрӑсем илсе кӑтартнӑ Владимир Борисович.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Кӑҫал шкулсен автобусӗсен паркне ҫӗнетессипе наци проекчӗпе килӗшӳллӗн федераци бюджечӗн укҫипе Чӑваш Ене 29 автобус илсе килнӗ, 17-шер вырӑнлӑ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсем - ачасем валли // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vtobussem/

Республикӑри аслӑ шкулсен студентсен отрячӗсен пӗрлештернӗ команди шӑпах кунта чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курма кӑна мар, ӗҫлеме те килччӗр // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12163-ku ... -kilchch-r

Шкулсен ҫывӑхӗнчи лаптӑксене тирпей-илем кӗртессипе ҫителӗклӗ таран ӗҫ хучӗсене хатӗрлеменнине асӑрхаттарнӑ министр.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Районти тапхӑрта вара иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Вӑрнарти 1-мӗш тата Вӑрман Кипекри шкулсен командисем пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та – пӗрремӗшсем // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10672-k- ... em-shsem-2

Халӗ вара ку юхӑма кӗнӗ шкулсен йышӗ ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Ӑмӑртӑва кӳршӗ районсенчи шкулсен командисем те хутшӑннӑ, вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе иртнӗ // В.Денисов. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0%b ... 82%d0%bde/

Пӗр сӑмахпа каласан, юлашки шӑйрӑксене пӗтерессипе тимлеҫҫӗ шкулсен администрацийӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен - ҫӗнӗлле // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/cene-vereny-culen ... nelle.html

Кашни ҫулах кунта ытти шкулсен ачисемпе пӗрле ҫу уйӑхӗн 7(8)-мӗшӗнче иртекен митингра «Живи и помни» юрӑ конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Сирӗнпе пӗрле республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ объектсен - больницӑсен, шкулсен, ача сачӗсен, культура ҫурчӗсен, социаллӑ центрсен - строительствипе, реконструкцийӗпе, юсавӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртнӑ вӑхӑтран маларах пурнӑҫлатпӑр.

С опережением проводим вместе с вами работы по строительству, реконструкции и капитальному ремонту важнейших для жителей республики объектов - больниц, школ, детских садов, домов культуры и социальных центров.

Олег Николаев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/08/14/ole ... stroitelya

Ҫак шкулсен 10-мӗш класс ачисем хӗллехи каникул хыҫҫӑн Чӑваш Брочӗпе Ҫӗнӗ Салман шкулӗсене ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

ЭЛКЕЛ районӗнче вӑтам шкулсен шучӗ 2010 ҫулта та чакать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех