Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарт сăмах пирĕн базăра пур.
шарт (тĕпĕ: шарт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнкӑрав ачасене савӑнӑҫлӑн шарт сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Венюк каласа пама тытӑнсан ун таврашӗнчи хӗрарӑмсем: — Эй-тур-тур, эй тур-тур, мӗскӗн ача, мӗнле кӑна асап чӑтса ирттермен! — тесе ик аллине шарт ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Алӑка хытӑ шакканӑ сасӑ илтӗнсен Васелиса: «Петӗр мар-и», — тесе шарт сикрӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аялти кӗпе вӗҫҫӗн вырӑн ҫине тӑрса ларнӑ та аҫа ҫапмассерен чӗтре-чӗтре илет, шарт сикет.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ак тамаша, тем курса тӑрӑн пурнӑҫра! — аллисене шарт! ҫапрӗ Сехенер, унтан тулалла ҫӗмӗрен пек тухса вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Хыр кукӑрӑлса, кукӑрӑлса пычӗ те шарт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле лампа ҫути ҫине мӗлке ӳксен шарт сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ыйхӑран вӑраннӑ пек шарт сикрӗ, ним хуравлама пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав вӑхӑтра тӑри хорӗ юрласа яни ӑна шарт! сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шарт! сикрӗ ача чӗри.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мӗн эсир кунта пит шухӑша путса тӑратӑр? — шарт сиктерчӗ ҫав вӑхӑтра Антон сасси.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шарт сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ чул хӳме никӗсӗнчи хӑйӑр ҫине куҫ ывӑтрӑм та шарт сикнипе каялла чакса пӗр самант хытса тӑтӑм!

Тогда я опустил глаза, да так и подскочил!

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӗлӗре-тӗлӗре кайрӗ те вӑл, часах шарт сике-сике вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Амӑшӗ, киле таврӑнсан, пӗҫҫине шарт ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Э, кала, кала… — шарт сикнӗ пек пулчӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл пӗҫҫине шарт! ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Яким Якимч ҫамрӑк ҫын куҫӗнчен пӗр хушӑ пӑхса ларчӗ те пӗҫҫине шарт! ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хаҫатра Варвара Федоровна хӑйӗн упӑшкинчен уйрӑлма «ӗҫ пуҫарни ҫинчен» пӗлтерӳ тухсан (ун чух йӗрки ҫаплаччӗ), вӗсене пӗлекенсем пурте пӗҫҫисене шарт! ҫапса ах! тенӗ, турра ӗненекен карчӑксем темиҫешер хут сӑхсӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Хамӑра йывӑр вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн ҫынна тав тӑвас вырӑнне халь ҫапла лӗпӗртететӗн-и эс? — пӗҫҫине шарт! ҫапса илнӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех