Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккаса (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан черкке ҫӗклесе шаккаса ҫапла ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Акӑ, — терӗ вӑл, — туйипе атӑ пуҫне шаккаса.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Вӑл кулса ячӗ, пирус кӗлне шаккаса пӗр-икӗ хут ӗмсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Касса илетӗн те пӗр-пӗр якарах турата, шаккаса шанкине ӳкеретӗн, пулас шӑпӑр валли хуппинчен чӗлӗх тӑватӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мӑшӑрӗ квас ӑсса тухасса кӗтнӗ май Ҫтаппан, вут каски патӗнчен патак татӑкӗ илсе, суха тимӗрӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ тӑпрана шаккаса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, ҫенӗк умӗнчи пусма ҫине ларса урине салтсан, ҫӑпата ӑшне кӗрсе тулнӑ тӑприне юпа ҫумне шаккаса тасатрӗ те: — Квас тултарса пар-ха, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав ятпа пурне те черккесене шаккаса ӗҫме ыйтатӑп, — тесе пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Петр Петрович тӑчӗ, тепрер черкке тултарчӗ, хуҫапа тепре шаккаса ӗҫрӗ, вара ун хыҫне пырса тӑчӗ, икӗ аллине те хӗрарӑм хулпуҫҫисем ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем черккисене шаккаса ӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр йӗкӗчӗ, алӑка шаккаса, Степанов патне кӗчӗ, сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккаса ан ҫӳрӗр.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Сахарпа Петӗр тухрӗҫ, калаҫкаланӑ май килнӗ ҫынсен ҫийӗсенчи тӑлӑпӗсене хывса ҫуна ҫине хучӗҫ, Ивана шаккаса тасатма хушса, лешсене пӳртелле ҫавӑтса кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков, кӑкӑр кӗсйинчен кӑранташ кӑларса, сӗтеле шаккаса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун пекех хӑтлансан хӑйне те шаккаса пӑрахаҫҫӗ ак, — терӗ арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫсӗмӗр те ҫав хупӑннӑ хапхана тепре шаккаса пӑхар мар-и? — парӑнасшӑн пулмарӗ Янчура.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Умра ларакан эрех-сӑра куркисене пушатнисӗр пуҫне хӑнасем патша хӑй пӗлекен чаплӑ ҫынсем патне ятарласа пара-пара янӑ черккисене шаккаса ӗҫрӗҫ, вырӑссемпе пӗрле «многие лета» кӑшкӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атьӑр тахҫанхи туссем пек шаккаса ӗҫер.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черкке шаккаса пӗрре ҫеҫ мар эрех те ӗҫнӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шигалей чӑтаймасӑр кӗрӗк тӳмине вӗҫертрӗ те хӑрах аллине хӗвне чиксе ячӗ, кӑкӑрне хыттӑн шаккаса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен хура ҫӳҫлӗ, пысӑк куҫлӑ рабочи калама тытӑнчӗ: шӑлне ҫыртса, сӗтеле пӳрнипе шаккаса калать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех