Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтретсе (тĕпĕ: чӗтрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак, ак, ӗнтӗ каллех Ула Тимӗре ток пек чӗтретсе илет, пуҫне тутлӑн-тутлӑн ӳсӗртсе ҫавӑрса ярать унӑн илӗртӳлӗхӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл питӗ тискеррӗн — ҫӗр чӗтретсе! — мӗкӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Музыкҫӑ кӑмӑлне кура тенӗ пекех, ҫак самантра чиркӳ чанӗсем хаваслӑн тинкӗлтете пуҫларӗҫ, хутран-ситрен пысӑк чанӗ тавралӑхри шӑплӑха чӗтретсе кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Летчик хӑвӑрт тӑчӗ те пӳлӗм тавра уткаласа ҫаврӑнчӗ, унтан ман умра чарӑнса, сцена ҫинчи артист пек, сассине улӑштарса, чӗтретсе, Горький мухтанӑ Кӑйкӑр сӑмахӗсене хавхаланса вуларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ӑна ухмаха ернӗ ҫын пек чӗтретсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар нимле мар пулса кайса кукленсе ларчӗ, хӑлхине Энтрей кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ, унтан хӑвӑрт Сергей еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Халех ӑшӑ сӗтпе пыл, шӗшлӗ илсе кил! Часрах! — янахне чӗтретсе хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешӗ ҫаврака сухалне чӗтретсе кулса ҫеҫ илчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак ҫывӑхра хартлатрӗ ут — Ҫӗр чӗтретсе асамлӑн тухрӗҫ Уҫланкӑна ик юланут.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Лере каллех пӗтӗм пӳлӗме чӗтретсе алӑ ҫупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла иртсен ҫанталӑк улшӑннӑ, тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ, ҫӗре чӗтретсе аслати авӑтнӑ, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

— Ҫапли ҫапла та-ха, — вӑрӑм сухалне чӗтретсе каларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр ҫӗрте стариксем сухалӗсене чӗтретсе алӑри патакӗсемпе хӑлаҫланма тытӑнаҫҫӗ, унта та кунта чукмарсем курӑнса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай патне кӗреҫе пек сухала чӗтретсе кӗрсе тӑмалла пултӑр.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗмӗр сан мӑшкӑлна тӳсес-и? — хул пуҫҫисене чӗтретсе ӗсӗклерӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хуҫӑлса та каймарӗ, ҫӗре те ӳкмерӗ, ҫат! ҫеҫ тӑрӑнса ларчӗ те хӑйӗн хур тӗкӗ пек хӳрине чӗтретсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ тата шап Бугуруслан патӗнчех, Кипель айлӑмӗ тӗлӗнче, сасартӑк темскер ҫӗре чӗтретсе ҫурӑлни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тата темскер каласшӑнччӗ Васильев, анчах сасартӑк ҫывӑхрах, кантӑксене чӗтретсе, снаряд ҫурӑлни тата пӗр вӑхӑтлӑха электричество ҫути те сӳнни унӑн сӑмахне татрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗрме купӑсӑн кӗмӗл хӗлӗхне Павлушӑн сӗркӗчӗ чӗтретсе ярсан, кашни нотӑн чунӗ пур пекех туйӑнса кайрӗ Мишӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех