Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтрентеркелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑ йышӑнакан хулпуҫҫийӗсене чӗтрентеркелесе, ҫурӑк сасӑпа хресченсем выҫӑ аптӑрани ҫинчен каласа панӑ, анчах Фома ӑна тӑнласах кайман, вӑл текех — е аялта пыракан ӗҫ ҫине, е ҫырма леш енчи чӑнкӑ та сарӑ хӑйӑрлӑ шырлан хӗррине, хырсем ешернӗ тӗлелле, пӑхнӑ!

Нервно подергивая плечами, приемщик надтреснутым голосом рассказывал о том, как голодали крестьяне, но Фома плохо слушал его, глядя то на работу внизу, то на другой берег реки — высокий, желтый, песчаный обрыв, по краю которого стояли сосны.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— O! ja! — ответлерӗ Фрост, ури хырӑмне чӗтрентеркелесе, анчах Дерпт студенчӗ ӑна каллех вырӑсла ҫапла каларӗ:

— О ja! — отвечал Фрост, потрясая икрами, но дерптский студент снова по-русски сказал ему:

XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӗншӗн-ха эпӗ, ухмаха ернӗ ҫын пек, хулпуҫҫисене чӗтрентеркелесе тӑтӑм?

Зачем я, как дурак, пожимал плечами?

Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Вӑл темскер аса илнӗ пек питҫӑмартисене чӗтрентеркелесе илчӗ.

Он что-то соображал про себя, пыхтел, надувая толстые щеки.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Илья тети, хӑйӗн тӗреклӗ асав шӑлӗсемпе така айӑк пӗрчийӗсене чӗрпӗклесе, Дарйӑна чыссӑр сӑмахсем пӑшӑлтатса ларать пулмалла, мӗншӗн тесессӗн лешӗ, куҫӗсене хӗссе, куҫхӑрпаххийӗсене чӗтрентеркелесе, пӗр хӗрелсе каять, пӗр кулса илет.

Дядя Илья, общипывая ядреными клыками баранье ребро, наверное, шептал Дарье непристойности, потому что та, суживая глаза, подрагивая бровями, краснела и посмеивалась.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех