Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрре сăмах пирĕн базăра пур.
чӗрре (тĕпĕ: чӗрре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шанчӑксӑр, Славик, — чӗрре кӗме пӑхать ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Путевка // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ҫавӑнпа чӗрре кӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен ыйтусенче ҫине тӑратӑр.

Из-за этого вы впутаетесь в споры, будете настаивать на своём даже в тех вопросах, в которых не являетесь компетентными.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн турӑм вара эпӗ ҫапла кӑшкӑрма? — чӗрре кӗме тӑчӗ Алина.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

— Эс, Гарри, ҫынна ма итлетӗн? — чӗрре кӗрсе каять Вадим ятли те.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрра хӑй ячӗпе чӗнсен — Сана вӑл тем тума та хатӗр: Чӗрре кӗрсе, вӗриленсе Хӑвнах сӑлтавсӑр шар кӑтартӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳррӗн калакан — тӑванне юраман // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 60 с.

Ахалех, кирлӗ-кирлӗ маршӑнах чӗрре кӗрсе каять Сехенер.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Ача чухнех пӗр ним маршӑн чӗрре кӗме юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытлашши чӗрре кӗретӗн эс…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ачасем, ман кӗнеке те ман кӗнеке тесе чӗрре кӗрсе хирӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Чӗрре — ҫӗртет, ҫӗрӗке — чӗртет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Чир чӗрре кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ну, юрӗ ӗнтӗ, чӗрре кӗрем мар ват пуҫӑмпа.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ыйхӑ пусиччен Данил Макарович хамӑр купери пӗр пассажирпа чӗрре кӗрсех тавлашни ҫеҫ хӑлхана кӗрсе юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

— Ларура эп ун чух ытлашши чӗрре кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пӗлетӗн-и, Игнат Петрович, эп ҫакна асӑрханӑ: хӑш-пӗрисем ӳсӗрле мӗн те пулин пакӑлтатнине урӑлсан шалт тунаҫҫӗ: «Ара, эс чӑнах ҫавӑн пек пакӑлтатрӑн-иҫ», — тесен чӗрре кӗрсех харкашма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Юрӗ-ҫке, пуршӑн-ҫукшӑнах чӗрре ан кӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тарановӑн кил хуҫипе чӗрре кӗрсех тавлашса чӗрине ыраттарас килмерӗ-и:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ку тӗлелле Илья Семенович самаях халсӑрланнӑччӗ, килӗнчен унта-кунта питех тухса ҫӳрейместчӗ, колхозри ҫитменлӗхсем пирки чӗрре кӗрсех шавламастчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫав сӑмахшӑн чӗрре кӗрсех тимлени хӑш-пӗрисемшӗн кулӑшла иккен: йӗкӗлтеме, тӑрӑхлама пӑхаҫҫӗ авӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир, ҫыравҫӑсем, айван ачапӑча пек тепӗр тесен: тетте шухӑшласа кӑларатпӑр та ҫав япала лешӗн е кунӑн хитререх тесе чӗрре кӗрсех тавлашатпӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех