Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ ӑна уҫасшӑн чӗрнисемпе чӑрмалать, вӗрет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хаяр тӑшман вӑрӑм чӗрнисемпе ярса илет те, юн ӗҫсе тӑранмасӑр та ямасть.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑмӑрткайӑк хальхинче те тӗл лектереймесӗр кукӑр сӑмсипе ҫӗре чавса кӑларчӗ, тарӑхса чӗрнисемпе тӑпрана чакаларӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Ӑмӑрткайӑк куҫӗсене хӑрушла ҫавӑркаласа, чӗрнисемпе ҫӗре чавтарса, ҫӑткӑн кукӑр сӑмсипе тӗллесе, икӗ хутлӑ пӳрт ҫӳллӗш кӳлепипе кармашса йытӑ ҫине кӗме пуҫларӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Сурӑхсем хӑйсен чӗрнисемпе тусан евӗрлӗ Кара-Кум хӑйӑрне чавтарса утаҫҫӗ.
Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хыттӑн вӗрсе илет те чӗрнисемпе йывӑҫ хуппине кӑтӑр-кӑтӑр чавма тытӑнать.
Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӑл хӑйӗн ҫинче чӗрнисемпе йывӑҫ хуппинчен пӑталаса тытса, вӑрӑм сӑмсипе йывӑҫ хуппине таккаса шӑтарать те унтан хурт-кӑпшанкӑсене кӑлара-кӑлара ҫиет.
Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Пӑлансем кунта чӗрнисемпе юра чава-чава мӑкпа лишайник тата ҫамрӑк йывӑҫ тӗмӗсене тупса ҫинӗ.Здесь олени рыли копытами снег и находили мох, лишайник и молодые кустарники.
Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Редакци пӳлӗмӗн урамалла пӑхакан чӳречи умӗнче кӑсӑясем явӑнаҫҫӗ, чӗрнисемпе хашакран ҫакӑнса сӑмсипе кантӑка чанкӑртаттараҫҫӗ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Чи малтан вӑл шывран тасалас тенӗн силленсе илет, унтан хӑйӗн хитре тирне кайри уринчи чӗрнисемпе тура тытнӑ ҫын пекех якатма тытӑнать.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑмӑрткайӑксем, пыр тӗпӗпе кӑшкӑрнӑ евӗр сасӑ туса, пӗр-пӗрине пырса ҫапӑҫаҫҫӗ, вӑрӑм та ҫивчӗ чӗрнисемпе пӗр-пӗрин кӑкӑрне чавала-чавала илеҫҫӗ, сӑмсипе сӑхаҫҫӗ, унтан, вӗҫерӗнсе, аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ те тепре тапӑнма хатӗрлене пуҫлаҫҫӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Утсем кӗҫӗне-кӗҫӗне яраҫҫӗ, чӗрнисемпе ҫӗре чаваҫҫӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗр ҫинче те, сывлӑшра та, шывра та вӑл, тинӗсри спрут пек, «вӑрӑм нӗрсӗр тыткӑчисемпе» хыпашламан, тимӗр чӗрнисемпе чӗрмен-ҫурман, аркатман-вакламан, ҫунтарман, сирпӗнтермен, путарман, хурахламан, ҫын пурнӑҫне вӑхӑтсӑр, айӑпсӑр татман вырӑн та ҫук.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тепӗр тесен, шухӑш-туйӑма ейӳ ярса ларма вӑхӑт-и унӑн халӗ, енчен те ӑна тӑр-тӑр чӗппи чӗрнисемпе ҫаклатсах, ҫатӑрласах ярса илчӗ пулсан?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Виктор тӑшмана чӗрнисемпе, шӑлсемпе ҫав тери хытӑ ҫатӑрласа хучӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Хородничанусен тӗлне ҫитме татах нумай каймалла пулать-и? — ыйтрӗ пӑртакҫах тӑхтасан Фабиан господин, лаша чӗрнисемпе старикӗн ҫара урисем пылчӑк ҫинче мӗнле лачӑртатнине итленӗ май.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Халь те икӗ пуҫ пӳрне чӗрнисемпе пӑчӑртаса кӑларнӑ пухрана курсан унӑн кӑмӑлӗ пӑтрана-пӑтрана хӑпарчӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун чух ҫак Чиканах, теме пула, картишне тухнӑ Вовӑна ҫыртса илнӗччӗ, чӗрнисемпе чӗрмелесе, кӗпине ҫурса янӑччӗ, ӳтне те шӑйӑрнӑччӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл халь йӗке хӳрене хирӗҫ тӑма мар, хӑй тарса кӗлетри япаласене хӑнтӑр-хантӑр ӳкерсе, чӗрнисемпе чакӑртаттарса тем хушӑра кашта ҫине улӑхса ларчӗ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Тимӗр кушак ури турата лексен чӗрнисемпе ҫирӗп тытса тӑрать.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.