Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кирек мӗнле сум-ят илсен те, кирек мӗнле тум-юм тӑхӑнсан та эсӗ ачаш та ҫепӗҫ, тунсӑхлӑ та юратуллӑ, сӑпайлӑ та чӑтӑмлӑ хӗр чӗриех пулса юлатӑн.
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах хӗр чӗри хӗр чӗриех пулчӗ, ҫынна чикме алли пыраймарӗ, Шӑхаль вара вӑл ҫӗкленӗ ҫӗҫҫе, туртса илсе, таҫта ывӑтса ячӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кок-сагыз бригадинче ӗҫленӗрен Фатиман вӑхӑта хирте ытти хӗрсенчен ытларах ирттерме тивет тата хӗр чӗри — хӗр чӗриех: ҫулахи вӑйӑран та юлас килмест.
XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
…Хӗр чӗри хӗр чӗриех ҫав, ӑсӗ мӗн хушсан та, чунӗ хӑйӗннех тӑвать.…Сердце девушки это сердце девушки, и что бы ни говорил разум, душа делает по-своему.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кашни ҫын чӗриех пӗр ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗ пулас: ҫак фашистсен ҫарне хамӑр ҫӗр ҫинчен мӗнле те пулин хӑвӑртрах сирсе пӑрахас тесе шутлаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Каласа ячӗ купӑсне, чӑн-чӑнах та хӗр чӗриех пырса вырнаҫнӑ тейӗн ун ӑшне!Так и заговорила скрипка, точно это и вправду девичье сердце было!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
- 1