Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑй валли ҫӗнӗ чӗрес илнӗ те, пушӑ чӗресе хӑй пуҫӗ ҫине тӑхӑнса янӑ пулнӑ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Откан аппа хӑйпе пӗрле пӗр чӗрес пыл илме манман, Хумкка мучи пӗр михӗ саксонски тапакне илнӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйпе пӗрле пӗчӗк пичкепе пыл сӑра, чӗрес тулли сар ҫу, чӗр пулӑ кукӑлӗ, йӑва, чӑкӑт илнӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑвас чӗрес анине хӗрлӗ кӗрмепе ҫыхрӗ.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
— Интерес — пӗр чӗрес теҫҫӗ-и-ха?
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Сӑрине ӗҫсе ярсан (е тӑкса ярсан) — чӗрес (формӑ) юлать, вӑл сӑрасӑр та пӗр ҫул мар, ҫӗр ҫул та ларма пултарать.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тӑпӑрч хутаҫҫине чӗрес кӑшӑлӗ ҫине тӑхӑнтартса ҫыран хӗрринчи хӑмӑшлӑхра пулӑ сӗреттӗм.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
— Пирӗн кунта икӗ пичке те ытла пулать, — тесе, Уля пӳрте ыткӑнса кӗрсе кайрӗ, часах шултӑркама пуҫланӑ пысӑк чӗрес ҫӗклесе тухрӗ.
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӗрес таврашӗ е пӑтавкка та юрать.
Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку чӗрес «хаяр таврашне», «хаяр картине» мӗнле ҫакланнине асламӑшӗ ҫеҫ чухлать.
6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Унтан темиҫе чӗрес пыл ларт, — сӗнчӗ Алттыш.
12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепрехинче ҫырлине пӗр чӗрес, тепӗр витре татса килчӗ те сутма Ҫӗмӗрле пасарне кайма тухрӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Пӗр сехет ҫӳрерӗ-и вӑрманта, ҫук-и, чӗрес тулли ҫырла ҫӗклесе таврӑнчӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Пиҫнисем кӑшт-кашт курӑнкалама пуҫласанах чӗрес илчӗ те пӗрремӗш хут кайма тухрӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Чӗрес ҫӳллӗш мар, пӗр метр тӑршшӗ икӗ татӑк виҫсе паллӑ турӗ.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
Эпӗ хутаҫ, сухан йӑтрӑм, анне — икӗ чӗрес.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр аллине чӗрес, тепӗр аллине шыв витри илчӗ те, ӗҫе тухса кайрӑмӑр.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне пӑрҫа нимӗрӗ пӗҫерсе чӗрес ҫине антарнӑ.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унӑн хӑрах аллинче вӑлта хулли, тепринче пӗчӗк чӗрес.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.