Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрере (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак юрату туйӑмне маларах эпир хамӑр чӗрере, пуҫра йӑтса ҫӳренӗ пулсан, юлашки вунӑ ҫул хушшинче куҫ умне кӑларса тӑратмалли мелсемпе усӑ курма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Юратнӑ ӗҫре хаваслӑх яланах вӑйланса пырать, ун пек чухне ҫырас кӑмӑл чӗрере тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

«Ял аталанса, чечекленсе пытӑр, унпа мухтанмалла пултӑр. Тӑрӑшни нихӑҫан та сая ан кайтӑр, ҫитӗнӳсем патне илсе пытӑр. Тӑван кӗтес яланах сирӗн чӗрере пултӑр», — тенӗ Александр Федоров ял ҫыннисене саламланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Халь ак ялан ман ҫамрӑк чӗрере Чечекленет сирень те сан яту».

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Темӗнле ҫав тери кирлӗ ӗҫ алӑ пымасӑр юлнӑ пек, ҫав ӗҫ Укахви пуҫӗ ҫинчех тӑнӑ пек, ҫакӑншӑн ӑна такам вӑрҫса тӑкас пек хатарлӑ шик ҫӗкленчӗ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чӗрере те сӑркӑланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫапах та салху марччӗ ҫамрӑк чӗрере.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑ ӗнтӗ хурлӑ туйӑм вӑратать чӗрере.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӗрере ҫеҫ ҫапла пӗтӗм тавралӑх хурланнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чӗрере ытарма ҫук ырлӑх капланӑвӗпе пӗрле темӗнле кӑшт хурлӑрах, пӑшӑрхануллӑрах савӑнӑҫ амаланса пырса ҫан-ҫурӑма лӑштӑрах ярать…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Амӑшӗн сӑмахӗсем Санькӑна вӑтантараҫҫӗ пулин те, вӑл Сухви ҫинчен калаҫа пуҫласанах чӗрере тем ӑшӑскер ирӗлсе сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сасартӑк — кӑвак хуппи уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ пуҫра та, чӗрере те…

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӗске ҫеҫ самантра, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пӗве хӗрринче пӗрисен ӗлккен туйӑмӗсем ман чӗрере ҫавнашкалах ҫепӗҫ, хитре туйӑмсем вӑратрӗҫ, теприн чикӗсӗр хаярлӑхӗ ӑшчике ҫил-тӑвӑл пӗк пӑтратрӗ…

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав ыйтусем йӗри-тавра манӑн шухӑш-кӑмӑл, мӗн пур чӗрере – ҫавна ҫыратӑп та».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Совет саманинчи мӗнпур паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр чӗрере упратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Вӗсенчен пӗрисем асра нумаях тӑмаҫҫӗ, манӑҫа тухаҫҫӗ, теприсем чӗрере самаях тарӑн йӗр тӑратса хӑвараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсенчен тата — чылайлӑхах пысӑк суран юлать…

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ирӗксӗрех ҫуркунне енӳ яракан йӑлӑмсем аса килеҫҫӗ, пачах та кунти пек хӑйӑрлӑ мар ҫеремсем, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем куҫ умне тухаҫҫӗ, ватӑ юманлӑх вӑрманӗсем ҫукки чӗрере тунсӑх ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мӗнех, колхоз клубне эпир халь Христинӑпа Валя пек, техникума кайма шутланӑ Валери пек ҫамрӑксен ячӗпе тӑвӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен айванлӑхӗ, чӗркӗмӗл пек таса туйӑмӗ манӑн чӗрере тарӑн шухӑшсем, тарӑн туйӑмсем ҫуратрӗ…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Анчах манӑн, ҫак сӑмахсене аса илсен, чӗрере темшӗн тунсӑх кӑна ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Чӗрере каллех пӗр илемлӗ кӗвӗ янӑраса тухрӗ — «Пӗчӗк акӑшсен ташши».

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех