Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнсе (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӳршӗсене чӗнсе кил…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ялта вара йӑлтах урӑхла, кунта кӗтӳ шавӗ те, хӗрарӑмсем калинккесене яриех уҫса пӑрахса хӑйсен ӗни-сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӗтсе илни те, ача-пӑча хаваслӑ ҫуйӑхнӑ те, тусан та илемлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Акӑ вӑл мана тӗл пулчӗ те, ятран-хушаматран чӗнсе, сывлӑх сунчӗ, алла тытса чӑмӑртарӗ, «эсир ман ҫинчен астумастӑр пулӗ», тесе, хӑйӗн ятне каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Лида — лӑпкӑн чӗнсе илчӗ вӑл арӑмне.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Бригадирсем, председателӗн заместителӗсем, фермӑсен заведующийӗсем, бухгалтерпа счетовод, вулав ҫурчӗн пуҫлӑхӗ, агроном, ял Совет председателӗпе секретарӗ — пӗр сӑмахпа каласан, ялти пӗтӗм актив колхозниксене килӗрен чӗнсе ҫӳрерӗҫ, апла пулин те, пуху ҫур ҫӗр тӗлне тин пухӑнкаласа ҫитрӗ…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Анчах никам та ӑна чӗнсе илме тӑрӑшмарӗ, никам та сӑмах чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗррехинче вӗсем, такси чӗнсе илсе, Марине инкене лартрӗҫ те Светлана патне расписанипе пымалли хӗрсенчен маларах ҫитсе ӳкрӗҫ, кайран вара, Марине инке хӑй илтмен чухне, пӗтӗм айӑпа ун ҫине йӑвантарчӗҫ, — шӳтлесе ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Куҫӗсем паянхи пӗлӗт пек тӗпсӗр кӑвак, вӗсем ҫав тери юратса, хӗрхенсе, чӗнсе пӑхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Каҫар, чунӑм, — терӗ вӑл, мана пӗрремӗш хут ҫапла чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Районта пурӑнакансене обходчиксен ӗҫне ӑнланса йышӑнма чӗнсе калатӑп.

Призываю жителей района отнестись с пониманием к работе обходчиков.

Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449

Училище хыҫҫӑн хулари военкомат ҫамрӑк йӗкӗте Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Пишпӳлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ, ҫав вӑрҫӑра пуҫне хунӑ ентешсене аса илнӗ, ҫамрӑк ӑрӑва хӑйсен Тӑван ҫӗршывне юратма, ӑна хӳтӗлеме чӗнсе каланӑ.

Вспомнили земляков-уроженцев Бижбулякского района, погибших в той войне, призвали молодое поколение любить свою Родину и стать достойными ее защитниками.

Афган вӑрҫин ветеранӗсемпе тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... tn-3643101

Лару-тӑру ҫинчен, ҫавӑн пекех преступниксемпе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл пурне те ултавҫӑсен аллине лекес хӑрушлӑх патне илсе ҫитерме профилактика мерисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ.

Проинформировав о ситуации, а также рассказав о принимаемых мерах по борьбе с преступниками, он призвал всех соблюдать профилактические меры, благодаря которым можно свести к минимуму риск стать жертвой мошенников.

Сыхланӑр, мошенниксем! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... em-3639697

Ҫанталӑк условийӗсем хӑвӑрт улшӑннипе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи ГИБДД начальникӗ Владимир Севастьянов ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене пурне те ҫул ҫинче тимлӗ пулма чӗнсе калать.

В связи с резким изменением погодных условий начальник ГИБДД по Башкирии Владимир Севастьянов призывает всех участников дорожного движения быть крайне внимательными на дорогах.

Пушкӑрт ГИБДД ертӳҫи водительсене васкавлӑ асӑрхаттарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/kh-rushs-rl-kh/2 ... rn-3641326

Авари бригадине чӗнсе те чӑрманмалла мар.

и не тратить на это время аварийной бригады.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кунта вӗсем «пӗр чӳрече» мелӗпе центрта ӗҫлекен консультантсенчен те, ҫемьсем ыйтнипе чӗнсе илнӗ специалистсенчен те хӑйсене кирлӗ тӗрлӗ пулӑшӑва илнӗ.

Здесь они по принципу одного окна получили различные жизненно важные услуги как у консультантов центра, так и у приглашенных по запросам семей специалистов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кинофильмсене тӳлевсӗр кӑтартмалли майсемпе май пур таран усӑ курма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал Чӑваш Енре «Пушкин карттипе» 56 спектакльпе концерт программине ҫитсе курма майсем пулӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/30/kaca ... pektakljpe

Олег Николаев суйлав кампанийӗ пынӑ вӑхӑтра сасӑлав пӳлӗмӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/racc ... -yahan-suj

Сире ҫак ӗҫе хастартарах хутшӑнма чӗнсе калатӑп», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе специалистсем Чӑваш Ене Раҫҫейре чи лайӑх вырӑн тума чӗнсе Шупашкар агломерацине аталантармалли мастер-план хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех